Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕрĕслев пырать

Районти культурăпа кану учрежденийĕсем çĕнĕ сезона еплерех хатĕрленнине тĕрĕслес шутпа ятарлă комисси - район администрацийĕн социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕ А. Куданова, райадминистрацин ятарлă программăсен пай начальникĕ Г. Каллин, Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системин директорĕ А. Петрова - Ишлĕ, Пăлапуç Пашьел, Первомайски, Пикшик, Шăнкăртам, Аслă Чемен, Турхан, Шăхач, Çĕньял, Нăрваш Шăхаль, Туçа, Çĕнĕ Ах- пỹрт ял тăрăхĕсенче пулнă. Вĕсем клубсенче санитари йĕркисене еплерех пăхăннине, пурлăхпа техника базине, документсене, электросетьсене, пушара хирĕç кĕрешмелли хатĕрсемпе сигнализацине пăхнă. Çитес вăхăтра ыттисем патне те çитеççĕ.

А. ИВАНОВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 августа 2018
09:50
Поделиться