Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шкулсем ачасене хапăл

Кану кунĕсем сисĕнмесĕр иртеççĕ. Шкулсенче ачасен шавĕ лăпланннăранпа (патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене панă, сывлăха çирĕплетекен кану лагерĕсем ĕçленĕ) нумаях та вăхăт мар-ха. Çавах вĕренỹ çурчĕсене кунта ĕçлекенсем çĕнĕ сăн кĕртнĕ: çуса тасатнă, тирпейленĕ, сăрланă. Ятарлă комисси вĕсене тепĕр хут пăхса тухрĕ. Специалистсем лайăххине лайăхпа, туса çитерейменнине асăрхаттарса хăварчĕç.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул ытти чухне те ыттисемшĕн тĕслĕхлĕ. Кунта район, республика шайĕнчи мероприятисем сахал мар иртеççĕ. Методикăпа ресурс центрĕ те шутланса тăрать. Кабинечĕсем ăсталăх лабораторийĕ тейĕн. Ахальтен мар шкул Раççей ялĕсенчи шкулсем хушшинче çĕнтерỹçĕсен йышне кĕрет. Выпускниксем пурте тенĕ пекех малалла вĕренме каяççĕ.

Шкулта çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленсе çĕнĕлĕхсем тунах. 43 чỹречене улăштарнă. Вывеска таранччен çĕнетнĕ. Географи площадки ăсталанă.

Вĕренỹ çуртне кĕнĕ çĕрте юмах тĕнчи тейĕн. Йĕри-тавра куçа илĕртекен чечек çеçки. Тирпей-илем хуçаланать. Икĕ теплица пур. Вĕсенче помидор, хăяр... çитĕнтереççĕ. Ыхра таранччен лартнă. Ытти пахча çимĕç уçă пĕлĕт айĕнче. Панулми, слива, чие, хурлăхан ăнса пулнă.

Кашни культурăна вăрăран йăран çине акаймастăн. Хăшĕсене калчаран ỹстермелле. Ĕçе вара хĕл варринченех пуçăнмалла. Çакна пĕлсе йĕркеленĕ коллективра.

Тепĕр ырă йăла пур шкулăн. Вĕренсе тухакан выпускниксем çулленех йывăç лартса хăвараççĕ. Ятлă аллейăсем ỹстереççĕ. Çакă та кăмăллă. Пĕр лаптăкра та çум курăк ỹсмест. Кашни класăн уйăрса панă çĕрĕ пур. Тирпейлесси вĕсем çинче те тăрать. "Çамрăк фермерсен шкулĕн" практика занятийĕсене йăран çинче ирттернин усси пурах.

Ачасем йышлăн вĕреннĕрен кăткă йăвипе танлаштарма пулать шкула. Çавах илĕртỹллĕ хăтлăха тытса тăма пултараççех.

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта та çĕнĕлĕхсем çук мар. Агрокласран вĕренсе тухнă 4 выпускник Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине кĕнĕ. Пĕрремĕш класа 51 ача килмелле.

Кабинетсене тĕплĕн юсама тăрăшнă. Коридора сăрланă. Чỹречисене пластикпа улăштарма хатĕрленеççĕ. Ĕçе пуçăнакан çамрăк специалистсем пур.

Малашлăхра коллективăн шкул çумĕнчи çĕрпе усă курассине вырăна хумалла.

Шăнкăртамри Э. Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкул ĕçченĕсем хăйсен харсăрлăхĕпе тĕлĕнтерчĕçех. Вĕренỹ çурчĕн территорине çеç мар, ял урамне те çеçке ăшне путарнă вĕсем. Шкул çывăхĕнче усăсăр выртакан ал лаппи пысăкăш çĕр те хăварман. Мĕн тĕрлĕ пахча çимĕç çеç çук! Хурлăхан, чие, слива турачĕсем паянхи кун та çимĕçпе авăнса лараççĕ.

Шалта тата та илĕртỹллĕ. Тин çеç хута янă тейĕн. Кунти ĕçченсен алли кашни кĕтесех лекнĕ. Стендсене те çĕнетнĕ. Терроризма хирĕç, пушар хăрушсăрлăхĕпе асăрхаттараканнисем те пур. Пĕр хутран тепĕрне улăхакан картлаçсенче - теоремăсем.

Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам тата Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем те ачасене паян тесен паян йышăнма хатĕр. Турханти вăтам шкулта та çитĕнекен ăрăва пĕлỹ пухма мĕн пур услови пур.

Упамсари тата Шăхачри пуçламăш шкул-садсенче те хăтлăхĕ çитет. Анчах ачисем сахал. Аслă Чемен шкулĕ те ачасене сар хĕвелпе кĕтсе илме хатĕр тейĕн. Пахча çимĕçĕсене хĕл валли те хатĕрленĕ. Çĕр улми лаптăкĕ пысăк.

Мĕн палăртма пулать-ха юлашкинчен. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан кăçал çĕнĕ вĕренỹ çулне пурте тăрăшса хатĕрленнĕ. Вĕренỹ кабинечĕсенче мĕн кирлине пурнăçланă. Çитĕнекен ăрăвăн ăс пухма çеç ỹркенмелле мар.

Призерсене хатĕрлессипе республика шайĕнче илес пулсан юхма енсем иккĕмĕш вырăнта тăраççĕ. Анчах патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕнче пухнă хăш-пĕр медалистсен вăтам балĕ ачасем чăннипех те çанă тавăрса вĕреннине çирĕплетсе параймасть-ха. Малашне çак çитменлĕхе пĕтерессишĕн тăрăшмаллах. Çакăн пирки витĕмлех каларĕ район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова.

Шкулсенче вĕренекенсем право йĕркине пăсасси тĕл пулать. Ку енĕпе профилактика ĕçне вăйлатмалла. Воспитани ĕçне ашшĕ-амăшне анлăн явăçтарма тăрăшмалла. Ашшĕсен канашне йĕркелени вырăнлă. Пухусене тепĕр чухне амăшĕсем ытларах хутшăнаççĕ.

Малашлăха эпир çитĕнекен ăрура куратпăр. Апла пулсан унăн никĕсĕ шкулсенче çирĕп хурăнтăрах. Çакăншăн пĕрлехи вăйпа тăрăшар.

А. АСТРАХАНЦЕВА

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 августа 2018
09:49
Поделиться