Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кăмăллă иртрĕ уяв

Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта Физкультурниксен кунне уявларĕç. Малтанах спортсменсен парачĕ пулчĕ. Унтан çитĕнекен ăру флешмоба тăчĕ.

Спортсменсене, спорта юратакансене, тренер-преподавательсене, физкультура учителĕсене, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан кашни çынна район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ А. Краснов, кире пуканĕ йăтас енĕпе спорт мастерĕ, Европа чемпионĕ, тĕнче кубокĕн тата чемпионачĕн призерĕ, Раççей кубокĕн çĕнтерỹçи, пирĕн ентеш Б. Глинкин (унăн Чехинче тунă çитĕнĕвне Гиннес кĕнекине кĕртнĕ), Раççей Федерацийĕнчи писательсен союзĕн тата кире спорчĕн тĕнчери федерацийĕн членĕ, Раççей Федерацийĕнчи физкультурăпа спорт отличникĕ П. Сидоров саламларĕç.

Район территорийĕнче паянхи кун спортăн тĕрлĕ енĕпе 9 федерацийĕ ĕçлет. Август уйăхĕнчен тата 12 федераци ĕçе пикенмелле. Ку енĕпе кашни обществăлла организаци ертỹçине удостоверенисем пачĕç. Çавăн пекех спорт юхăмĕн активисчĕсене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе тата Тав çырăвĕсемпе хавхалантарчĕç.

Программăра çăмăл атлетикăпа, турник çинче туртăнассипе, кире пуканĕ йăтассипе, волейбол тата футбол енĕсемпе, масс-реслингпа, армреслингпа, акватлонпа, шашка-шахматла выляса, вĕрен туртса, тăршшĕне сиксе, ытти енлĕ ăмăртусем пулчĕç. Ватти, вĕтти, çемйи-çемйипе тупăшусене хутшăнса савăнчĕ çак хĕвеллĕ кун. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем дипломсемпе призсене тивĕçрĕç.

А. ИВАНОВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 августа 2018
09:59
Поделиться