Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ырă улшăну пĕрлехи вăйран килет

Иртнĕ эрнекун, августăн 10-мĕшĕнче, районăн 2018 çулăн пĕрремĕш çурринчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тишкерчĕç, çулталăкăн иккĕмĕш çур çулĕнчи ĕç тĕллевĕсене палăртрĕç.

Канашлăва район пуçлăхĕ Михаил Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Александр Коршунов, Чăваш Республикинчи строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Максим Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, организаци, учреждени ертỹçисем, обществăлла пĕрлĕх представителĕсем хутшăнчĕç.

Мероприяти ырă пулăмран пуçланчĕ. Патăрьел ял тăрăх депутачĕсен Пухăвĕн председательне Сергей Ахмеева обществăлла ĕçри пысăк хастарлăхшăн Чăваш Енĕн Тав хутне тата алла çыхмалли сехет, Патăрьел территори суйлав комиссийĕн председательне Наталья Емелинăна суйлава йĕркелес ĕçри пысăк тивĕçшĕн Раççей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссийĕн Хисеп паллине, Евгений Алешева ДОСААФ системинче нумай çул тата тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, професси ăсталăхĕшĕн Раççей ДОСААФĕн Хисеп грамотипе чысларĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов районăн 2018 çулхи пĕрремĕш çур çулта социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тата малашлăхри задачисем çинчен доклад туса пачĕ. Рудольф Васильевич хăйĕн сăмахĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕн аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсем, иртнĕ тапхăрти çитĕнĕвĕсем, çав хушăрах малашлăхра пурнăçа кĕртмелли тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ.

Районшăн чи пĕлтерĕшлĕ задачăсенчен пĕри бюджет обязательствисене пурнăçлани, бюджета тулли туни тата унпа тухăçлă усă курни. Рудольф Васильевич доклада районта бюджет ыйтăвне мĕнле пурнăçласа пыни пирки пуçларĕ. 2018 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районăн пĕрлештернĕ бюджечĕ тупăшсемпе 344 миллион тенкĕ, расхутсемпе 350 миллион тенкĕ пулнă. Районăн пĕрлештернĕ бюджетне хамăрăн тупăшсене 70 миллион тенкĕ е пĕлтĕрхинчен 10 миллион тенкĕ ытларах кĕртнĕ.

Чăваш Республикин юлашки виçĕ çулхи рейтингĕнче пирĕн район кашни çын пуçне тивĕçекен хамăрăн тупăш укçине кăтартакан рейтингпа 6 позици хăпарнă (16-мĕш вырăнтан 10-мĕшне) пулин те малашне тĕп тĕллевсенчен пĕри çак кăтартăва тата лайăхлатасси пулнине палăртрĕ докладчик.

Паянхи кун тĕп задачăсенчен пĕри - район экономикине инвестицисем явăçтарасси. Района килекен инвестицисен хушăнăвĕ - ĕç вырăнĕсем, бюджета тултарса пыни, социаллă тата инфратытăмăн нумай ыйтăвне пурнăçлани тата ытти те. Çаксем пурте тăван тăрăхăмăра кал-кал аталанма майсем туса параççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов вĕсем пирки кашни отрасльпех пайăрлă каласа пачĕ.

Ял хуçалăхĕ - район экономикин тĕп отраслĕ пулнă, çавăн пекех юлать те. 2018 çулта районта 15 пин гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене никĕсе хывса хăварнă (105 процент). 1500 гектарта çĕрулми, 2 пин гектар пĕр çул ỹсекен курăк, 400 гектар хĕвелçаврăнăш, 123 - пахчаçимĕç, 410 - сахăр кăшманĕ, 800 гектар ытла симĕс апатлăх кукуруза тата 425 гектар сухан-севок çитĕннĕ. Çакна та палăртса хăвармалла. 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пусă çаврăнăшне кĕртмен 2048 гектар çĕр шутланать. Кăçал ĕçе кĕртме тĕллев лартнинчен паянхи куна 45 процентне пурнăçланă. Ку тĕлĕшпе Ишлĕ, Пикшик, Аслă Чемен, Çĕнĕ Ахпỹрт, Первомайск, Турхан, Тутар Сăкăт, Çĕньял, Шăнкăртам ял тăрăхĕсен иккĕмĕш çур çулта усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртес тĕлĕшпе пикенсе ĕçлемелле.

Районта мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 4, ĕнесен 1,2, лашасен 3 процент ỹснĕ. Сурăхсемпе качакасем пĕлтĕрхи шайрах. Мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче 23 пин тонна сĕт (103 процент), 5 пин тонна аш-какай (чĕрĕ виçепе, 104 процент) туса илнĕ.

Ял хуçалăх отраслĕнче 5,5 миллион тенкĕлĕх инвестицин икĕ проектне пурнăçа кĕртнĕ: тырă тата çĕрулми управĕсем тунă. Çывăх вăхăтра биологи каяшĕсене вырнаçтаракан цех хута каймалла, тепĕр виçĕ цех (200 миллион тенкĕлĕх) - сĕт, аш-какай, хушма продуктсемпе ĕçлекенни - тума пикеннĕ. Çавăн пекех иккĕмĕш çур çулта тăватă ĕне фермине, выльăхсене самăртас тĕлĕшпе ĕçлекен тăватă фермăна, лаша, пăру витисене тума, сысна витине реконструкцилеме палăртнă. Ку тĕлĕшпе курăмлă ĕçсем те, пурнăçламаллисем те çителĕклех. 2018 çулхи çур çулта районти агропромышленность комплексне мĕн пур шайри бюджетран 101 миллион ытла тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ кĕнĕ.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче январь - июнь уйăхĕсенчи вăтам ĕç укçи 17584 тенкĕпе танлашнă (республикипе 17291 тенкĕ) е иртнĕ çулхинчен 21 процент пысăкрах.

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене харпăрлăха куçарасси çивĕч ыйтусенчен пĕри шутланать. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне ăна 78 процент пурнăçланă. Çĕрпе тухăçлă тата тупăшлă ĕçлес ыйтăва çулталăк вĕçлениччен татса памалла.

Кăçал районта 16 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута ямалла. Ку тĕлĕшпе уйрăмах Патăрьел, Тăрăн, Алманчă, Первомайск, Сăкăт, Шăнкăртам ял тăрăхĕсенче ăнăçлă ĕçлеççĕ. Çав вăхăтрах Пăлапуç Пашьел, Ишлĕ, Пикшик, Аслă Чемен, Ыхра Çырми, Кзыл Чишма, Çĕнĕ Ахпỹрт, Шăхач, Тутар Сăкăт ял тăрăхĕсенче ку таранччен пĕр тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр те хута яман.

Пĕрремĕш çур çулта 9 çамрăк çемье, тата 1 çамрăк специалист пурăнмалли условине çĕнетнĕ. Çулталăк вĕçлениччен 14 çамрăк çемьене, икĕ тăлăх ачана, икĕ çамрăк специалиста, нумай ачаллă виçĕ çемьене пурăнмалли хăтлăхпа тивĕçтермелле.

Ялсенче хула хăтлăхне тумалли проектпа килĕшỹллĕн Патăрьел тата Шăнкăртам ял тăрăхĕсенчи тăватă объектра (7,5 миллион тенкĕлĕх) ĕç тăваççĕ. Пĕрремĕш çур çулта вара районти обществăлла инфраструктурăна аталантарас тĕлĕшпе 7 проекта (2 миллион та 900 пин тенкĕлĕх) пурнăçа кĕртнĕ, çулталăк вĕçлениччен тепĕр виçĕ проектпа ĕçлемелле.

Районта çулсеренех çул ыйтăвĕпе чылай тимлеççĕ. Кăçал мĕн пур программăпа 25 çухрăм çула юсамалла тата çĕнетмелле. Умма лартнă тĕллев 2017 çулхинчен 8 процент ытларах. Хальхи вăхăтра та Шăхачпа Шăнкăртам, Первомайск - Ишлĕ çулсем çинче хĕрỹ ĕç пырать. Иртнĕ çул подрядчик явапсăрлăхне пула, Патăрьелĕнчи икĕ çухрăм ытла çула туса пĕтерейменччĕ. Ку ĕçе çĕнĕрен йĕркелесе янă, çулталăк вĕçлениччен объекта вĕçлемелле. Патăрьелĕнчи аслă урама çутă кĕртес ĕç те малалла пырать.

Çавăн пекех районта ял клубĕсене çĕнетмелли программăпа та тухăçлă ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра Ишлĕре çĕнĕ культура çурчĕ тăваççĕ. Красномайск, Анат Туçа, Шăхач, Турхан ялĕсенчи культура "вучахĕсене" юсаççĕ. Иккĕмĕш çур çулта çак тĕллевпех Пăлакассинче, Тутар Тимешĕнче,Тăрăнта тата Тикешре ял çынни культурăллă канма пуçтарăнакан çуртсене юсама пикенĕç.

Вĕренỹ, медицина отраслĕсенчи строительство платформисенче те начар мар ĕç пырать. Патăрьелĕнче пуçламăш шкул валли здание реконструкцилес ĕç вĕçленет, районти сакăр шкулти спорт залĕсене юсанă, Татмăш тата Еншик ялĕсенче фельдшерпа акушер пункчĕсене тăваççĕ тата ытти те.

2018 çулта муниципаллă 15 программăна пурнăçа кĕртме 747 миллион тенкĕ укçа-тенкĕ каймалла: вăл шутран 424 миллион - республика бюджетĕнчен, 323 миллионĕ - вырăнтинчен.

Район экономикине аталантарас ĕçре пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Ку вăл çĕнĕ объетсем хута каяссипе те, ĕç вырăнĕсем хушăнассипе те çыхăннă. 2018 çулта пĕтĕмĕшле инвестицисен калăпăшне планпа 359 миллионлăх пăхнă. Вĕсем пурнăçа кĕрсен районта 107 çын валли ĕç вырăнĕ пулмалла.Районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн харпăр хăй тупăшĕнчен кĕрекен налукăн 18 проценчĕ пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхрен.

Районăн кăçалхи çур çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тишкернĕ тата малашлăх тĕллевсене çивĕчлетнĕ май, район администрацийĕн пуçлăхĕ кашни отрасльпех çитĕнỹпе ăнăçăва, çав вăхăтрах çитменлĕхсене, пурнăçласа çитерейменнине палăртса хăварчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, район республикăра кăтартуллисен йышĕнче. Çакна докладра илсе кăтартнă танлаштаруллă цифрăсем те çирĕплетрĕç. Çапах та Рудольф Васильевич муниципалитетăн çитĕнĕвĕсене асăннипе пĕрлех умра тăракан задачăсене те çивĕчлетрĕ: "Умма лартнă тĕллевсене эпир пĕрле, пĕр шухăшлă пулсан çеç ăнăçлă татса пама пултаратпăр. Кашни çын обществăшăн хăйĕн тỹпине хывсан, яваплăха туйсан çеç районта пурăнакансен пурнăçĕ тата ытларах лайăхланĕ",- терĕ вăл доклада вĕçленĕ май.

Районăн социаллă пурнăçĕпе муниципалитет аталанăвне хак парса Александр Коршунов, Максим Иванов, Олег Мешков тухса калаçрĕç, патăрьелсене 2018 çула пысăк çитĕнỹпе, ăнăçлă вĕçлеме ырă сунчĕç. РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Г. Синеева пенси законодательствинчи улшăнусемпе паллаштарчĕ.

А. ЕГОРОВА

Анатолий САМАКИН, ĕç ветеранĕ, районти обществăлла канаш председателĕ:

- Тĕп доклада тимлĕн итлерĕм. Танлаштаруллă цифрăсене анализ тунă хыççăн çакна палăртса каламалла. Патăрьелсемшĕн кăçалхи çур çул начар мар кăтартупа вĕçленчĕ. Умра тăракан тĕллевĕсем те çивĕч. Районăн экономики аталанса пыни куçкĕрет. Паянхи кун социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем, çĕнĕ çулсем хута кайни, çĕнĕ клубсем, ФАПсем, выльăх-чĕрлĕх фермисем, цехсем уçăлни, çав вăхăтрах бизнес аталанни савăнтарать. Ялсем çĕнелни, çамрăксем тăван тăрăхрах юлма тăрăшни те кăмăллă. Урăхла каласан, çаксем пурте малашлăха çирĕппĕн те шанчăклăн утма май параççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 августа 2018
09:54
Поделиться