Спартакиадăра - аслисем
Çĕмĕрле хулинчи "Труд" стадионта тата сывлăха çирĕплетекен "Олимп" комплексра тивĕçлĕ канурисен "Спортивное долголетие" спартакиади иртрĕ. Кăçалхипе вăл улттăмĕш хут пулчĕ. Унта хутшăннисем эстафета чупса, теннисла, шахматла выляса, тĕл персе, шывра ишсе тата ытти енĕпе ăмăртрĕç.
Спартакиадăна пирĕн районтан саккăрăн хутшăнчĕç. Туçари О. Перепелкина тĕл перессипе иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Ф. Ахметован теннисла выляс ăсталăхĕ палăрчĕ. Р. Сафиуллов шахмат вăййине кăмăллать.
Тупăшăва 23 команда хутшăнчĕ. Пирĕн районти аслă ăру çыннисем (виççĕшĕ 70 çултан иртнĕ) хăйсен спортри ăсталăхне тивĕçлипе кăтартрĕç.
Т. ПОЛЯКОВА, "Раççей Пенсионерĕсен канашĕ" пĕрлешĕвĕн вырăнти организацийĕн председателĕ