Саккун пуриншĕн те пĕрре, пăхăнма тивет пĕрле!
Район халăхĕн ытлă-çитлĕ пурнăçĕ, çĕнĕ çулсемпе ача сачĕсем, шкулсем, сиплев çурчĕсем хута каясси, ял халăхĕ валли хушма ĕç вырăнĕсем уçăласси бюджет пуянлăхĕнчен, урăхла каласан, кашни харпăрлăх хуçи вăхăтра налук куçарса пынинчен, унăн ăнланулăхĕнчен килет.
Шел пулин те паян патшалăх умĕнче пысăк парăма кĕнисем, Раççей Федерацийĕн налук законодательствине кирлĕ пек пурнăçламан, ăна тỹлессинчен тĕрлĕ сăлтавпа пăрăнса, тарса çỹрекенсем сахал мар. Саккун вара пуриншĕн те пĕрре, çавăнпа та ăна пăхăнассинчен никама та хăтарман. Ĕçлесе тупăш илетĕн, çĕрпе, транспортпа усă куратăн е тата ытти те - налукпа вăхăтра татăлмалла. Ун пек чухне, каларăшри евĕр, лăпкă çывăрма та пулать.
Иртнĕ эрнере Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш налук инспекцийĕпе районти суд приставĕ йĕркеленĕ пĕрлехи рейд вăхăтĕнче пысăк парăмçăсемпе тĕл пулса калаçма çеç мар, пурлăхĕсене арестлеме, налуксене куç умĕнчех тỹлеттерме те тиврĕ. Саккун хуралçисем алăка шаккаса уçтарни е ăнсăртран пырса кĕни, паллах, кирек мĕнле усламçăна, уйрăм гражданина та чыс, хисеп кỹменни каламасăрах паллă. Район центрĕнче ирттернĕ рейд вăхăтĕнче парăмçăсенчен 41 пин тенкĕ шыраса илчĕç, унсăр пуçне М. Зергирова предпринимателĕн кантурĕнчен 32 пин тенкĕлĕх оргтехникăна опись туса илсе тухса кайрĕç. Налук службин сотрудникĕсем пысăк парăмлă (100 пин ытла) усламçă патне ытти асăрхаттарусем те пулчĕç. Вĕсенчен пĕри - ĕçри операцисене касса аппарачĕсĕр пурнăçлани.
Çак кунхинех суд приставĕн тата налук органĕн пысăк ушкăнĕ парăмçăсен хура списокне çакланнă Н. Кудрявцев, П. Суханов, Д. Сергеев патĕнче те пулчĕç. Вĕсен налукçăсен умĕнчи парăмĕ 36 - 62 пин таранччен пуçтарăнса кайнă. Рейд бригадине хутшăннă ОУПДС сотрудникĕсен рейд вăхăтĕнчех РФ КоАПăн 17.8 статйипе килĕшỹллĕн Н. Кузнецова ячĕпе суд приставĕсен саккунлă ĕçне чăрмантарнăшăн (за воспрепятствие законной деятельности судебного пристава) административлă протокол та çырма тиврĕ. Йĕрке хуралçисем налук парăмĕ 400 пин тенкĕрен те иртнĕ хуçасен хваттерне опись тума кĕреймерĕç.
Сăмах май каласан, çакнашкал пĕрлехи рейдсем кашни уйăхрах иртеççĕ. Çавăнпа та малашне те тĕрлĕ йышши налука тỹлессипе патшалăх умĕнче кивçене кĕрсе кайнисен пакунлисен умĕнче явап тытмалли вăхăчĕ çитетех.
Пĕрлехи рейд бригади:
Г. ФИЛИППОВ, Чăваш республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн начальникĕн çумĕ;
Г. АФКИ Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен аслă суд приставĕ;
А. ЕГОРОВА, "Авангард" хаçатăн пай редакторĕ.