Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ан кашлатăр уйра пултăран

Çĕршывра, республикăра, çав шутра пирĕн районта та сиенлĕ пултăран сарăлса пыни пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Çỹле кармашакан, хăвăрт ĕрчекен, сивве чăтакан ỹсен-тăрана хальлĕхе 11 ял тăрăхĕнче тупса палăртнă. Унăн лаптăкĕ ытларах Çĕнĕ Ахпỹрт (5 гектар), Туçа (4,55), Турхан (3,75), Хирти Пикшик (3,41) ял тăрăхĕсенче пысăкрах. Пĕтĕмĕшле вара 34 гектар ытла шута илнĕ.

Наркăмăшлă та хăрушă ỹсен-тăран силос хывма та юрăхсăр иккен. Ешĕл массăна çитернĕ ĕнен сĕтне йỹçĕк тутă çапать. Вăл чечеке ларнă, вăрри чăмăртаннă чухне çыншăн та, выльăхшăн та сиенлĕ.

Çĕре выртса юлнă вăрри 4-5 çултан та шăтса тухма пултарать. Çулсерен чечеке лариччен çулса тăрсан та пĕр вырăнта 8-12 çул çитĕнет вăл. Курăк пĕр хутчен чечеке ларсан пĕтет, анчах ун вырăнне вăрринчен, тымарĕнчен вун-вун хунав тухать. Вăл тымар янă çĕрте ытти ỹсен-тăран çитĕнеймест. Çĕр пулăхĕ чакнăран лаптăк усă курма юрăхсăр пулать. Çавăнпа та ăна çине тăрсах пĕтерме тăрăшмалла. Ял тăрăхĕсенче вĕсене çулассине йĕркеленĕ-ха. Анчах пĕр е икĕ хут çак ĕçе туни те çителĕксĕр.

Хими мелĕпе усă курмалла. "Ураган форте", "Глифос" гербицидсемпе сапма сĕнеççĕ. Вĕсене "Банвелпа" хутăштарни вырăнлă, теççĕ специалистсем. Çул хĕррисенчи лаптăксенче "Анкорпа" пĕр хутчен усă курни те ỹсен-тăрана чакарма май панă. 2-3 хут сапас пулсан пултăрана пачах тĕп тăвать вăл.

Гербицидпа усă курнă чухне хăрушсăрлăх техникине пăхăнмаллах. Пирус туртма, апат çиме, шыв ĕçме юрамасть. Ĕçе вĕçленĕ хыççăн тумтире хывмалла, алăсене, пите супăньпе çумалла. Куçа лектересрен асăрханмалла. Ỹт хăмпăлансан врач патне каймалла.

Çум курăк çулне вăхăтра пỹлсен наркăмăшлă пултăрана çĕнтерме пулатех. Алă сулсан вăл кашласа çеç ларĕ. Вăрăланса сарăлнăçем сарăлĕ.

А.АСТРАХАНЦЕВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 августа 2018
09:38
Поделиться