Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вăй патăр сире, тыр-пул - ăстисем!

Районти уй-хирти ĕç шавĕ кунсерен хушăнса пырать. Пуç таякан тулли пучахсем ерипен паккуссене выртаççĕ. Çак кунсенче районти 19 хуçалăхра кĕрхи культурăсене çапма тухрĕç. Вăтам тухăç хальлĕхе начар мар: гектартан 30,7 центнер тухать. Çĕр ĕçченне çанталăк "ура хумасан" акара авăнни харама каймĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов уй-хир ĕçĕсемпе кăсăкланса ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе, çĕр ĕçченĕсемпе тĕл пулсах тăрать (ỹкерчĕкре). Çак кунсенче вăл "Красное знамя", "Труд", "Первомайск" ял хуçалăх предприятийĕ- сенче, тулли мар яваплă "Тойсинская", "Корма", "Колос", "Исток" агрофирмăра, Кзыл Чишмари Ильнар Ямалетдинов, Шăнкăртамри Фарид Чабатов фермер хуçалăхĕсенчи вырма ĕçĕсемпе паллашнă, тыр-пула май пур таран пысăк çухатусăр пуçтарса илесси кашни механизаторăн тĕп тĕллевĕ пулнине палăртнă.

Районта выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç те малалла пырать. Хальлĕхе кашни условнăй ĕне-выльăх пуçне 14,4 апат единици чухлĕ янтăланă.

Кĕрхи культурăсене акма 3 пин гектар ытла çĕр хатĕрленĕ.

(Хамăр корр.)



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 августа 2018
13:14
Поделиться