Улшăнусем кĕртмеллех
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çỹревпе Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министрĕн çумĕ В. Ковалев пулчĕ. Виктор Михайлович район администрацийĕн пуçлăхĕпе Р. Селивановпа тата муниципаллă пĕрлĕх активĕпе тĕл пулчĕ.
Калаçу вăхăтĕнче РФ пенси тытăмĕнчи улшăнусем кĕртесси пирки тунă пуçарусене сỹтсе яврĕç. Патшапăх Думи пĕрремĕш вулавра ырланă саккун проекчĕпе паллашрĕç.
"Раççей Президенчĕ Владимир Путин пенси тытăмне улшăнусем кĕртессипе çыхăннă хальхи лару-тăрăва сăнасах пырать. Унăн позицийĕ çапларах: питех те пĕлтерĕшлĕ йышăнăва пур енлĕн те тĕплĕн сỹтсе явнă, граждансен шухăш-кăмăлне шута илнĕ хыççăн кăна йышăнмалла",-терĕ В. Ковалев. Çавăн пекех палăртнă мерăсене пурнăçа кĕртни пенсие инфляци шайĕнчен ытларах ỹстерме май панине пĕлтерчĕ.
А. ИВАНОВА