Патăрьелсен кĕввипе ташламасăр та чăтайман
Хут купăса вылятса тĕрлĕ кĕвĕ-çемĕ калакан вăйçăсем кирек мĕнле ушкăнра та яланах пысăк тимлĕхре пулнă. Кун пек ăстасем, профессионалсем пирĕн районта та çук мар. Вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе районта çеç мар, ытти облаçсенче те тĕлĕнтереççĕ. Акă, çак кунсенче Чĕмпĕр облаçĕнчи пĕр районта баянистсен регионсем хушшинчи "Теренгульские переливы" конкурс иртнĕ. Пирĕн районти культура ĕçченĕсем, купăсçăсен "Патăрьел каччисем" фольклор ансамбль хастарĕсем çак конкурса хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартнă, диплома тивĕçнĕ. Курма пынисем патăрьелсен кĕввипе ташламасăр та чăтайман. Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Первомайскинчи Валерий Фролов вара "Аккомпанемент" номинацире иккĕмĕш степеньлĕ лауреат дипломне çĕнсе илнĕ.