Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Фермерсем: хăйсемех «Кулибинсем»

Çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи тĕп лапамра «Севок сухан туса илес ĕçри агроинновацисем» форум иртрĕ.

Кунта çак культурăна туса илмелли ял хуçалăх техникин куравне йĕркеленĕ. Вĕсене вырăнти «Кулибинсем» хатĕрленĕ.

Унта барабансемпе сортировкăсем тăратнă.

Патăрьелсемшĕн севок тупăшлă культурăсенчен пĕри шутланать. Кăçал ăна ял хуçалăх предприятийĕсем тата хресченфермер хуçалăхĕсем асăннă тăрăхра 425 га лартнă. Çавăн пекех сухан çитĕнтерес тĕлĕшпе Туçа, Çĕнĕ Ахпÿрт, Сăкăт, Нăрваш Шăхаль, Аслă Арапуç, Патăрьел ял тăрăхĕсенчи хушма хуçалăхсем те ĕçлеççĕ. Районта 20 яхăн пахча çимĕç управĕ тунă. Вăл уйрăм çынсен те пур.

Продукци тĕрлĕ региона сутăнать.

Форума район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, çавăн пекех экономика,ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Леонид Кузнецов, районти фермерсемпе ял хуçалăх таварне туса илекенсем хутшăнчĕç.

«Курава тăратнă техника алă ĕçне улăштарать. Кунта пĕр-пĕринпе паллашса вĕренме пулать. Форума хутшăннă «Кулибинсем» технологие аталантарас тĕлĕшпе тăрăшса ĕçлени курăнать. Апла пулсан çĕр ĕçченĕсем лайăх ăстасем те шутланаççĕ», — палăртрĕ Рудольф Васильевич вырăнти маçтăрсене тав тунă май. Вăл çакнашкал форума çулсеренех йĕркелессине пĕлтерчĕ.

«Патăрьел районĕнчи фермерсем сухан лаптăкĕсене çулсеренех ÿстерсе пыраççĕ, лайăх кăтартусемпе палăраççĕ.

Вĕсен ĕç опычĕ те аталанать.

Сухана упрас тĕлĕшпе те майсем лайăхланаççĕ. Фермерсем севок çитĕнтерес ĕçре хальхи технологипе усă курни те пĕлтерĕшлĕ. Пĕтĕм хресченфермер хуçалăхĕн ку культура валли хальхи йышши управ, техника çителĕклĕ. Çĕр ĕçченĕн ĕçне çăмăллатма, сухана авринчен тасатма ятарлă «барабан» та ăсталанă маçтăрсем», — терĕ Леонид Кузнецов.

Форума хутшăннисем техника куравĕпе паллашнă. «Кулибинсене» вара парнесем парса чысланă.



"Хресчен сасси"
01 августа 2018
15:47
Поделиться