Выльăх-чĕрлĕх вăй-хăват парать
Районти хуçалăхсенче кăçалхи çур çулта 5,25 пин тонна аш-какай (иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан 103,8 процент), 23 пин тонна сĕт (104 процент) туса илнĕ.
Аш-какай туса илессипе "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Батыревский бекон" филиалĕ (1321,8 тонна) тухăçлă ĕçленĕ. "Батыревский" пĕрлешỹ иртнĕ çулхи çак тапхăрти шайăн 140,7 проценчĕ чухлĕ, "Красное знамя" - 118,8, "Исток" - 113, "Первомайск" - 103,1, "Родина" кооператив 8 хут ытларах туса илнĕ.
"Звезда", "Малалла", "Труд", "Мир" хуçалăхсем пĕлтĕрхи çур çулхи кăтартăвĕсене çитеймен.
"Исток" çĕр ĕç фирми, "Труд", "Красное знамя", "Мир", "Батыревский", "Малалла" хуçалăхсем сĕт сăвассипе лайăх ĕçленĕ.
Р. Санзяпов, И. Шарафутдинов, Р. Бикчурин, И. Васильев, Т. Павлова, С. Чаданов, О. Кошкин, К. Махмутов, Р. Алеев, И. Хафизов хресчен фермер хуçалăхĕсенче сĕт туса илесси ỹснĕ.
"Красное знамя" хуçалăхра кăçалхи 6 уйăхра кашни ĕнерен 3224 килограмм сĕт суса илнĕ. "Труд", "Мир", "Исток" хуçалăхсенче те ку енĕпе аван ĕçленĕ.
Районти хуçалăхсенче 20166 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра 8325 ĕне, 16699 сысна, 1948 лаша, 9967 качакапа сурăх шутланать.
Выльăхсен йышĕ "Труд", "Исток", "Батыревский", "Красное знамя", ытти хуçалăхсенче ỹснĕ.
Р. Санзяпов (40 ĕне хутшăннă), Р. Алеев, И. Шарафутдинов, А. Бухарин ытти фермер хуçалăхĕсенче ĕнесен шучĕ хушăннă.
Выльăхсен талăкри ỹт хушаслăхĕ 621 грампа танлашнă. Ку енĕпе "Батыревский", "Красное знамя", "Звезда", "Родина", "Мир" хуçалăхсенче аван ĕçленĕ.
Çур çулта 793 пăру илнĕ. Кăтарту "Батыревский" (184), "Исток" (170), "Красное знамя" (143), "Труд" (118), "Звезда" (92) хуçалăхсенче лайăх.