Шахмат турнирĕ
Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта шахмат турнирĕ иртрĕ. Вăййа ку хутĕнче Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районĕн шахматисчĕсем те хутшăнчĕç. Хăнасенчен В. Матвеев ăста выляни палăрчĕ. И. Юсупов та тĕплĕн шутласа куçарать.
Хуçасем малти вырăна алăран вĕçертмерĕç. В. Суйманов пĕрремĕшне йышăнчĕ. В. Матвеев иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Виççĕмĕшĕнче вара Патăрьелĕнчи Н. Федоров пулчĕ.
Черетлĕ турнира Физкультурниксен кунĕнче ирттерме палăртрĕç.
Н. ПАЙМУЛЛИН
"Авангард" (газета Батыревского района)