«Кулибинсем» техникăпа паллаштарнă
Патăрьелĕнчи тĕп площадьре сухан-севок туса илекен техникăсен куравĕ иртнĕ. Çак культурăна кăçал районта 425 гектар çитĕнтернĕ. Ку енĕпе уйрăмах Туçа, Çĕнĕ Ахпÿрт, Сăкăт, Нăрваш Шăхаль, Первомайски, Патăрьел ял тăрăхĕсенчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе уйрăм хуçалăхсем пуçаруллă.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 20 яхăн пахча-çимĕç управĕ тунă, продукцие çĕршывăн тĕрлĕ регионне сутаççĕ.
Форум ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, унăн çумĕ, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Леонид Кузнецов, сухан-севок туса илекенсем хутшăннă. Çавăн пекех вырăнти «Кулибинсем» севок туса илес тата аллас тĕлĕшпе хăйсем ăсталанă техникăпа паллаштарнă.
А. Ильин