Карантин августăн 8-мĕшĕччен тăсăлĕ
Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ Петр Ефимов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, кайăк-кĕшĕк грипне чарса лартас тĕлĕшпе Патăрьелĕнчи Крепков урамĕнче ветеринари тата РФ ШĔМĕн "Батыревский" уйрăмĕн ĕçченĕсенчен йĕркеленĕ дежурство малалла тăсăлать, район территорийĕнче кайăк-кĕшĕкпе тата вĕсен продукципе (непромышленная выработка) суту-илỹ тăвассине чарса лартнă. Карантин августăн 8-мĕшĕччен тăсăлать.
А. ИВАНОВ
"Авангард" (газета Батыревского района)