Этемлĕхшĕн хăрушă чир!
Нумай çул каяллах килсе ернĕ колорадо нăррипе паян килсеренех кĕрешетпĕр пулин те ăна парăнтараймастпăр. Иккĕмĕш çăкăрăн тăшманĕпе танлаштарсан хальхи вăхăтра районта хушăнсах пыракан ВИЧ-инфекци чирĕ пысăк хăвăртлăхпах сарăлать тесех те калаймăн. Çапах çак хăрушлăх малашне çынсен ĕмĕрне кĕскетме пултарасси куçкĕрет. Районти тĕп больницăри врач-инфекционист А. Чер- нова хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче иртнĕ çул маларахри хура списока виçĕ çын хутшăннă. Кăçалхи çур çулта вара хăйсен сывлăхне шурă халатлисене тĕрĕслеттернисенчен тепĕр вунă çын çак усал чире çаклатни çирĕпленнĕ. Паянхи куна районти тĕп больницăн инфекци чирĕсемпе кĕрешекен уйрăмра 32-ĕн шутра тăраççĕ. Ял тăрăхĕпе илес пулсан Сăкăтра чи пысăк кăтарту.