Эстафетăра палăрнă
Канаш хулинче республика шайĕнчи спартакиада иртрĕ. Кăçалхипе вăл вуннăмĕш хут пулчĕ. Унта 4 енпе тупăшрĕç. Çăмăл атлетика чупăвне вара Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем явăçрĕç. Эстафетăра кашнийĕ 400-шер метр чупрĕç. Хĕрачасем хушшинче район чысне хỹтĕлесе В. Иванова, Ю. Суркова, Н. Пирогова, С. Илюткина иккĕмĕш вырăна, арçын ачасенчен П. Рубцов, А. Каллин, А. Альгизов, Д. Галкин хăйсен ăсталăхне кăтартса пĕрремĕш вырăна çĕнсе илме пултарчĕç.
Ачасене ăмăртусене Ю. Краснов физкультура учителĕпе "Паттăр" ФСК тренер-преподавателĕ В. Платонов хатĕрленĕ.
А. ИВАНОВА.
"Авангард" (газета Батыревского района)