Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вăрманта пушар ан алхастăр!

НУМАЙ пулмасть Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри пушарпа кĕрешекен службăпа пĕрле Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин "Вăрман хуралĕ" хысна учрежденийĕсене те çĕнĕ автомашинăсен уççине пачĕ. Телейлисен хушшинче кăнтăр районĕсенчи вăрмансене пăхса, асăрхаса тăракан Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕ те пулчĕ. Çак кунсенче эпир унăн лесничийĕпе Георгий Фоминпа курса калаçрăмăр, савăнăçне пайланипе пĕрлех хăйсен ĕçĕ пирки те ыйтса пĕлтĕмĕр.

- Георгий Михайлович, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче кăçал пуçласа регионта пушарпа кĕрешессипе ĕçлекен службăсенче техника пайне тĕпрен çĕнетессине асăнчĕ. Ку тĕлĕшпе бюджетран укçа-тенкĕ те чылай уйăрнă. Chevrolet Niva автомашина сирĕн службăшăн чăнласах та "сылтăм алă" вырăнĕнче-и?

- Тĕрĕсех. Патшалăх ку тĕлĕшпе пархатарлă ĕç тăвать. Паянхи пурнăçра вăрманпа перекетлĕ те тухăçлă усă курас, çут çанталăка сиен, сăтăр тăвакансемпе кĕрешес, çав вăхăтрах хамăрăн хаклă пуянлăхăмăра çитес ăру валли упрас тĕллевпе пайăрлă ĕçлес тесен службăна ятарлă тум çеç мар, оргтехника та, автомашина та кирлех. Хальхи вăхăтра пире тỹрĕ кăмăлпа вăй хума мĕн пур услови пур.

- Сирĕн ĕç объекчĕ пĕчĕк мар. Эсир 74 пин гектар вăрман шăпишĕн яваплă. Ĕçе кирлĕ пек йĕркелес тесен ытти службăсене те явăçтарма тивет-тĕр?

- Унсăр пулмасть ĕнтĕ. Çулталăк пуçланнăранпа çеç полици сотрудникĕсемпе 6, пушар хуралĕн ĕçченĕсемпе 5 рейд йĕркелерĕмĕр. Вăрмансенчи пушар хăрушсăрлăхĕ пирки халăхпа куçа-куçăн курса калаçни те пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпе 30 хутчен профилактика калаçăвĕсем йĕркелерĕмĕр. _ Сирĕн служба енĕпе çылăха кĕрекенсем нумай-и?

- Сахал тесех те хаклаймăн. Вăрмана çỹп-çап тăкса вараланăшăн, унта кĕтỹ кĕртсе янăшăн, саккунсăр майпа йывăç каснăшăн тата ытти сăлтавпа 19 протокол çырнă. Вĕсене пурне те саккунпа айăпланă.

- Айăпланă тенĕрен, хальхи вăхăтра пушар хăрушлăхне 3 класс тесе хаклаççĕ. Çак вăхăтра вăрманта ушкăнпа шашлăк пĕçерсе канакансем е унта ăпăр-тапăр пăрахса хăваракансем сирĕн алă айне лекес пулсан вĕсене мĕнле штраф кĕтет-ши?

- Паллах, ĕçĕ штрафĕнче çеç тăмасть. Вут-кă-вар инкекĕ пысăк тăкакпа, çухатупа та çыхăнма пултарать. Çапах та йĕркене пăсакансене пуçран шăлманни паллă: вăхăтлăх киленĕç вĕсемшĕн тата 4,5 - 5 пин тенкĕ ытларах кайса ларма пултарать.

А. ЕГОРОВА калаçнă



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 июля 2018
18:19
Поделиться