Утă уйăхĕ юбилейпе пуян
Иртнĕ эрнере çеç РФ Президенчĕн Владимир Путинăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн салам сăмахĕсене 90 çул тултарнă Çĕнĕ Ахпỹртри З. Казакова, Тутар Сăкăтĕнчи Ш. Каряцева тата Вăтаелĕнчи Т. Сорокина патне çитернĕ. Утă уйăхĕ вĕçлениччен Шăнкăртамри Г. Макаеевапа Сăкăтри А. Трехглазована 95 çул, Çĕнĕ Ахпỹртри М. Майрушкинана 90 çул тултарнă ятпа район представителĕсем чыслăн саламлĕç. Уяв кĕрекине ларма хатĕрленекенсем пурте хĕрарăмсем.
"Авангард" (газета Батыревского района)