Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сывлăх - тупра, ăна упрар

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова ертсе пынипе халăх сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе тимлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç.

- Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 306 çын вилнĕ, çуралакансен йышĕ вара икĕ хут ытла сахалрах. Çут тĕнчерен уйрăлнисенчен 109-шĕ юн çаврăнăшĕн, 61-шĕ нерв системисен чирĕпе аптранă пулнă. 44-шĕн вилĕм сăлтавĕ - ватлăх, - терĕ район больницин тĕп врачĕ Галина Петрова демографи лару-тăрăвĕпе паллаштарнă май. 56 ялтан Ыхра Çырмипе Тăрăнта çеç çуралакансен шучĕ вилекеннисенчен пысăкрах. Çакăн пекех пулсан тепĕр 5-10 çултан пушă çуртсем йышланĕç. Эппин, чăннипех "чан" çапма вăхăт.

Пухăннисем çавăн пекех Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрянкина районти ВИЧ лару-тăрăвĕпе паллаштарнине те итлерĕç. ВИЧ инфекцийĕн юлашки тапхăрĕ СПИД шутланать. Хăрушă чиртен асăрханмалли пирки тухтăрсемсĕр пуçне МИХ-че те час-часах аса илтереççĕ пулин те аптракансен йышĕ ỹсет. Çавăн пекех тата юлашки вăхăтра сифилис сарăлни те пăшăрхантарать. Вăл çамрăклансах пырать. Çăмăлттайлăха пула кайран шар курмалла ан пултăрах.

Пурнăç урапи еплерех çулпа каясси чи малтанах çемьерен килет. Шел пулин те, ăнăçсăррисем те пур çав. "Июнĕн 30-мĕшĕ тĕлне районти профилактика учетĕнче 55 çемье шутра тăрать, çак йыш 128 ача шăпишĕн яваплă", - терĕ район администрацийĕн çул çитмен çамрăксемпе тата вĕсен прависене хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен сектор заведующийĕ Лариса Комиссарова. Çур çул хушшинче çак йышран виçĕ çемьене тỹрленнипе кăларнă пулсан, çĕннисем татах çавăн чухлех хутшăннă. "Вĕсен хисепĕ ан ỹстĕр тесен çакнашкал мăшăрсене маларах тупса палăртас тĕллевпе ялсенче профилактика мероприятийĕсем йĕркелени питех те вырăнлă", - терĕ Светлана Чернова ыйтăва çивĕчлетсе.

Юлашкинчен районти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Наталия Никитина тата Сăкăт ял тăрăх пуçлăхĕ Леонид Чернов тухса калаçрĕç, халăх сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе еплерех ĕçлесе пынипе паллаштарчĕç.

А. ИВАНОВ



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 июля 2018
18:25
Поделиться