Килĕшĕве алă пуснă
Иртнĕ эрнере Чăваш Республикин делегацийĕн йышĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Крым Республикинче пулнă.
Ĕçлĕ çул çỹрев вăхăтĕнче Рудольф Селивановпа Крым Республикинчи Бахчисарай район администрацийĕн пуçлăхĕ Рефат Дердаров муниципалитет пĕрлĕхĕсем пĕр-пĕринпе туслă çыхăнура ĕçлесси пирки килĕшỹ çырнă. Килĕшỹ сывлăха сыхлама, вĕрентỹ, çамрăксен политики, спортпа туризм, халăха социаллă хỹтлĕх парас ыйтусене татса пама, суту-илỹпе экономикăри çыхăнусене çирĕплетме, вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ĕçне аталантарма, пĕрлехи программăсемпе проектсене пурнăçа кĕртме, пĕр-пĕрин опытне усă курма, культура тата ытти çыхăнусене çирĕплетсе аталантарма кирлĕ.
Çакна та палăртса хăвармалла. Патăрьел районĕ хальхи вăхăтра Мордва Республикинчи Атяшево районĕпе, Тутар Республикинчи Çĕпрел, Пăва тата Спас районĕсемпе, Оренбург облаçĕнчи Абдуллински районпа, Пермь крайĕнчи Пермь муниципаллă районпа çыхăнура ĕçлет.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов килĕшỹ туслă тата килĕштерсе ĕçлеме, пĕр-пĕрин опытне усă курса муниципалитета малалла та тухăçлă аталанмарма пулăшнине палăртнă.
(Хамăр корр.)