Тĕп тĕллев - налук парăмне чакарасси
Июлĕн 17-мĕшĕнче район администрацийĕн Пысăк залĕнче районăн пĕрлештернĕ (консолидированный) бюджетне тупăш кĕртес, вăхăтра ĕç укçи тỹлес ыйтусемпе ведомствăсем хушшинчи комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикинчи федераллă налук службин Управлени ертỹçи Марина Петрова, район прокурорĕ Николай Осипов хутшăннă.
Ларăва комисси председателĕ _ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынă.
Чăн малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Леонид Кузнецов ведомствăсем хушшинчи комиссин кăçалхи çур çулхи ĕç итогĕпе паллаштарнă. Çулталăк пуçланнăранпа 12 лару пулнă, вĕсенчен 9-шне ял тăрăхĕсене тухса ирттернĕ.
Комисси ларăвĕсене ĕç укçине пурăнмалли вăтам виçерен сахалтарах тỹлекен организаци, предприяти, ытти харпăрлăх формиллĕ учреждени ертỹçисене, предпринимательсене чĕннĕ, вĕсене те итленĕ. Районти ведомствăсем хушшинчи комиссин витĕмĕпе 405 пин тенкĕ налука парса татнă, унсăр пуçне Раççей Пенси фондне тата социаллă страхлав фондне 567,5 пин тенкĕ страхлав взнос укçине тỹленĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пурлăх налукĕн парăмне 44 процента çити чакарнинче те комиссин тỹпи пур. Комисси ларăвĕнче Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2 номерлĕ налук инспекцийĕн начальникĕ Вячеслав Антонов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен аслă суд приставĕ - уйрăм начальникĕ Галина Афки хăйсен служба ĕçĕ пирки докладсем туса панă. Çавăн пекех комиссинче чи пĕчĕк ĕç укçинчен сахалтарах шалу тỹлекен организаци тата предприяти руководителĕсене те итленĕ, ертỹçĕсене августăн 1-мĕшĕччен налук парăмĕсене тỹлесе татма, кирлĕ хутсене çак кунсенчех налук органне çитерме хушса хăварнă.
Юлашкинчен Светлана Енилина муниципалитет пĕрлештернĕ бюджетăн тупăш пайне пуянлатассипе ăнăçлă ĕçлесе пыни пирки каланă. Çапах та ĕç укçине "конвертпа" паракансене тупса палăртасси, ĕç законодательствине çирĕп пăхăнасси пирки те палăртса хăварнă. Майăн 1-мĕшĕнчен шалăвăн чи пĕчĕк виçи 11163 тенкĕ пулмалла.
А. НИКОЛАЕВА