Республика уй–хирĕнче
Утă уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне республикăри ял хуçалăх организацийĕсенче тата хресчен-фермер хуçалăхĕсенче нумай çул ÿсекен курăксене 95,4 пин гектар /2017 çулта — 81,3 пин гектар/ çулнă. Патăрьел, Канаш, Комсомольски, Муркаш тата Елчĕк районĕсенче пĕр çул ÿсекен курăксене 2,1 пин гектар çулса типĕтнĕ.
Пĕтĕмĕшле республикипе 75,5 пин тонна утă /2017 çулта — 42,3 пин тонна/ хатĕрленĕ. Çакă планпа пăхнинчен — 74,9 процент. Улатăр, Канаш, Куславкка, Пăрачкав, Вăрмар тата Етĕрне районĕсенче утă хатĕрлессипе плана тултарнă. Республикипе 134,7 пин тонна сенаж хатĕрленĕ. Элĕк, Йĕпреç, Куславкка, Муркаш тата Етĕрне районĕсенче 10,0 пин тонна силос /2017 çулта — 14,0 пин тонна/ янтăланă.
Куславкка, Муркаш тата Вăрмар районĕсенче 202 тонна витаминлă курăк çăнăхĕ /2017 çулта — 205 тонна/ хатĕрленĕ.
Республикăра пĕр условлă ĕне выльăх пуçне 12,2 апат единици /2017 çулта — 11,2/ тивет.
Кĕрхи культурăсене акма 48,3 пин гектар çĕр лаптăкĕ /2017 çулта — 43,2 пин гектар/ хатĕрленĕ.