Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕр-пĕринпе тату пурăнар, йăла-йĕркене хисеплер!

Районти Мăшăрлану керменĕн хăтлă залĕн-че Мендельсон маршĕ хăватлăн янăрать. Кĕвĕ çеммипе ытармалла мар çамрăк мăшăр ерипен утса кĕрет. Чи пăлхануллă та яваплă самант- каччăпа хĕр çĕнĕ çемье çавăрма хирĕç мар пулнине ĕнентерсе свидетельство çине алă пусаççĕ, пĕр-пĕрне ылтăн çĕрĕ тăхăнтартаççĕ... Чиперкки- чăваш, ун çумĕнче тăракан йĕкĕчĕ - тутар. 

- Алла мăшăрланни çинчен ĕнентерекен документа илекенсем хушшинче тĕрлĕ наци çынни пур: чăваш, вырăс, тутар, ирçе, азербайджан... Чи кирли тата пĕлтерĕшли - çамрăк мăшăр пĕр-пĕринпе тату та килĕштерсе пурăнни, ваттисене, районта пурăнакан тĕрлĕ наци халăхне сума суни. Çакнашкал пил сăмахĕсене эпир кашнинех чун-чĕ-ререн калатпăр. Мĕншĕн тесен сывă та тĕреклĕ, çирĕп çемье çеç район, республика, çавăн пекех Раççей малашлăхĕ шутланать,- тет районти ЗАГС пайĕн ертỹçи Наталья Емелина.

Сăмах май каласан, кăçалхи иккĕмĕш кварталта çак керменте 37 çамрăка пĕрлешнĕ ятпа саламланă. Пикисем вăтамран 18 - 24, каччисем вара 25 - 34 çулсенче çемье çавăрма "пиçсе" çитеççĕ. Шел пулин те асăннă тапхăрта сакăр мăшăр (пĕлтĕрхинчен 3 тĕслĕх сахалтарах) пĕр чĕлхе тупайман, уйрăлса кайнă.

Вулакана пĕлме

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тĕрлĕ наци çынни пурăннине шута илсе ытларах çырăнтару йĕркине вырăсла ирттереççĕ. Анчах та çамрăк мăшăрсен ыйтăвне тĕпе хурса специалистсем туй йăли-йĕркине чăвашла та йĕркелеççĕ.

Хальхи вăхăтра чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене - çемье тăнăçлăхне, районта пурăнакан халăх хушшинчи туслăха упрас, тĕрлĕ тĕн конфессие пăхмасăр пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнас, тăван çĕршыва юратас ĕçре - районти ЗАГС пайĕ те пысăк витĕм кỹрет. Кунта тăрăшакан специалистсем çак тĕллевпе йĕркелекен мероприрятисене çамрăксемпе пĕрлех ватăсене, вăрçă тата ĕç ветеранĕсене, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан ытти хисеплĕ çынсене те явăçтараççĕ. Акă, çемьере 50, 55, 60… çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан çемьесене саламласси ырă йăлана кĕчĕ. Вăхăтĕнче вĕсем паянхи çамрăксем евĕр туй та кĕрлеттереймен-тĕр. Çапах та шурсухалсем пирĕншĕн иртнĕ ĕмĕрĕн пархатарлă та хисеплĕ тĕслĕхĕ. Кăçал çеç çакнашкал 91 мăшăра чыслă лару-тăрура саламлĕç. Çак пысăк йыш хушшинче Алманчăри Алексей Андреевичпа Лидия Сергеевна Чихинсем, Шăхачри Александр Прокопьевичпа Лидия Васильевна Мыловсем, Шăнкăртамри Хади Хаертдиновичпа Гельзиря Халитовна Камалетдиновсем, Кзыл Чишмари Зеки Гибатдиновичпа Минисрур Шамардановна Салиховсен кăçал тимĕр (65 çул) туй! Вĕсем пурте 5- 8 ача çуратса ỹстернĕ, пурне те пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Мăшăрлану керменĕн яланхи хăнисем - аслă класра вĕренекен каччăсемпе хĕрсем. Иртнĕ çул Раççейре ЗАГС пуçланса кайни 100 çул çитнĕ ятпа çамрăксемпе чылай мероприяти, психологилле тренингсем, уçă алăк кунĕсем йĕркеленĕ: "Çемье пуянлăхĕ", "Манăн çемье - манăн савăнăç", "Сирĕн паттăрлăхăра асра тытатпăр", ăрусен тĕл пулăвĕ тата ытти те. Вĕсем пурте паянхи çамрăксемшĕн малашлăх пурнăçра тĕрĕс утăм тума, çемье пурнăçне хаклама, обществăра, тĕрлĕ çынсем хушшинче хăйсене тытма пулăшаççĕ.

- Мăшăрлану керменĕн чи пĕчĕк "хăнисем" - çемьесенче чăтăмсăррăн кĕтекен ачасем. Çут тĕнчене килнĕ кашни пепкешĕн эпир те ашшĕпе амăшĕ, тăванĕсемпе пĕрлех савăнатпăр. Çакă пирĕншĕн те пысăк уяв. Паян виççĕмĕш, тăваттăмĕш ачине çеç мар, пиллĕкмĕш, улттăмăш чун тĕпренчĕкне алла илекенсем те пур. Хальхи вăхăтра чăвашсемпе вырăссем ытларах Анна, Варвара, Даниил, Кирилл ятсене, тутарсем Дамир, Рамзан, Рамина, Ясмина ятсене çыртараççĕ. Икĕ наци çынни пĕрлешнĕ чухне те ашшĕ-амăшĕ тĕрлĕрен ят суйласа илет. Чи кирли - чун панă ачасем сывă çеç ỹсчĕр,_ терĕ хăйĕн шухăшне палăртса О. Гусарова специалист. Хаклав Анастасия Задорова, педагогика ĕçĕн ветеранĕ:

- Мăшăрăмпа, Геннадий Петровичпа, 55 çул пĕрле пурăнатпăр, пилĕк ача çуратса ỹстертĕмĕр, тивĕçлĕ воспитани патăмăр. Ĕмĕр тăршшĕпе шкулта ĕçленĕрен яланах тỹрĕ чунлă пулма, çынна ырă тума тăрăшрăмăр. Çакăн "çимĕçĕ" пире ватлăхра савăнтарчĕ. Çак кунсенче виçĕ мăшăра Патăрьелĕнчи ЗАГС уйрăмĕнче чыслă лару-тăрура "Юратупа шанăçлăхшăн" ("За любовь и верность") медаль парса чыс турĕç. Вĕсенчен пĕри эпир пулнишĕн питĕ хĕпĕртерĕмĕр. Тавах пирĕн ĕçе тивĕçлипе хакланăшăн.

А. ЕГОРОВА

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 июля 2018
13:22
Поделиться