Патăрьел районĕ
Тутар Сăкăтĕнчи Гайнулловсен çемйи Ярославль облаçĕнче утă уйăхĕн 9-14-мĕшĕсенче иртекен çамрăк çемьесен форумне хутшăнать. Унта Раççейри 60 регионтан 170 мăшăр пырса çитнĕ. Мĕн тĕллевпе йĕркеленĕ-ха ăна? Çамрăксен хушшинче çемье пахалăхĕсене пропагандăлама тата тин çеç чăмăртаннă мăшăрсен пултарулăх вăйĕсене тупса палăртма. Мероприятие хутшăнакансем валли анлă программа хатĕрленĕ. Вĕсем паллă çынсемпе тĕл пулĕç, «çавра сĕтелсене», çемье тата ача-пăча ыйтăвĕсемпе çыхăннă тренингсене хутшăнĕç. Форум вăхăтĕнче çамрăксен проекчĕсен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕ те иртĕ. Унта çамрăк мăшăрсем çемье юхăмĕпе, халăха пулăшу парассипе çыхăннă социаллă пĕлтерĕшлĕ пуçарусемпе паллаштарĕç.