Уй-хир хыпарĕсем
Районти хуçалăхсенче июлĕн 9-мĕшĕ тĕлне нумай çул ỹсекен курăксене 5 пин гектар çинчен (планпа пăхнинчен 96,4 процент) çулса илнĕ, 4675 тонна утă (57 процент), 7250 тонна сенаж (45 процент) хатĕрленĕ.
2018 çулта мĕн пурĕ (симĕс апатсăр пуçне) 12825 тонна апат единици выльăх апачĕ хатĕрлемелле. Ку вăл кашни условнăй мăйракаллă шултра выльăх пуçне (сыснасемпе кайăк-кĕшĕксĕр пуçне) 9,4 апат единици тивет.
Кĕрхи культурăсене акма 1377 гектар çĕр хатĕрленĕ.
"Авангард" (газета Батыревского района)