Туслăх пытăр ĕмĕре!
Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан тутарсем Чăваш Енĕн тĕп хулине Сабантуя пухăннă. Федерацин XVIII Сабантуйне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Тутар Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов уçнă.
- Уява пухăннă çынсен хаваслă сăнĕсене, ачасен çиçекен куçĕсене курма питĕ хавас. Кунта тутарсем çеç мар, чăвашсем, вырăссем, ытти халăх ывăлĕ-хĕрĕ килнĕ. Эпир яланах туслă пурăннă, пĕр-пĕрин йăли-йĕркине хисепленĕ, упраса пырса аталантарма тăрăшнă. Малашне те çаплах пулĕ, - тенĕ Михаил Игнатьев.
- Чăваш Енре 34 пин тутар пурăнать. Вĕсем республика ырлăхĕшĕн ĕçлесе пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Тутарстанра 116 пин чăваш тĕпленнĕ. Пирĕн тăрăхра вĕсем хăйсен йăли-йĕркине упрассишĕн, аталантарассишĕн тăрăшаççĕ. Эпир чăвашсене ку енĕпе яланах пулăшса пыратпăр. Тĕрлĕ халăх çыннисем туслăхра пурăнни - пирĕн вăй, - тенĕ Рустам Минниханов уява килнисене саламланă май.
Тутар халёх культурине аталантарас ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн тата общество ĕçне хастар хутшăннăшăн Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ Мансур Хайбуллов (вăл Шăнкăртамра çуралнă) Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тавне тата алла çыхмалли сехет, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ Минсур Валитов Тутарстан Президенчĕн Тавне тивĕçнĕ.
Амăшĕн палăкĕ çывăхĕнчи лапамра Чăваш Енри, регионсенчен килнĕ тутарсем тутар çыннисен кулленхи пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан картишсем йĕркеленĕ. Çавăн пекех кунта пирĕн районти Шăнкăртам тата Ыхра Çырми ял тăрăхĕсем пысăк хастарлăх кăтартнă. Наци кĕрешĕвĕ чи вăйлине, маттуррине палăртнă. Çĕнтерÿçĕ валли - Тутарстан Президенчĕн Рустам Миннихановăн парнийĕ -çăмăл автомашина. Юлашкинчен унăн уççине хăйсен виḉисенче ḉĕнтернисем хушшинче выляттарнă. Автомашина Шăнкăртам каччине Ринас Садарова тивĕçнĕ. Аса илтеретпĕр, Ринас районти Акатуй-Сабантуйра та ирĕклĕ майпа та, корэш енĕпе те паттăра тухнăччĕ.
А. Иванов.
Хаклав
Минсур Валитов, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ:
- Республика кунĕ кĕрлесе иртсе кайнă хыççăн Шупашкар каллех хăна пуçтарчĕ. Эпир те хамăрăн ял тăрăхĕнчен уява пысăк ушкăнпа хутшăнтăмăр. Уявра пир.н ялти "Биляр" ташă ушкăнĕ хăнасене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Сабантуй пĕр-пĕрин йăли-йĕркине курмалли, пахаламалли, çĕнĕ туссем тупмалли пысăк уяв!
Ринас Гайфин, Ыхра Çырминчи культура çурчĕн директорĕ:
- Юрă-кĕвĕпе, ташă-çемĕпе, вăйă-кулă-
па, спорт ăмăртăвĕсемпе, çав вăхăтрах тĕрлĕ наци халăхĕпе пуян мероприятие хутшăнма пултарнишĕн питĕ савăнтăмăр. Уявра кÿршĕ Тутарстанри туссемпе, Аçтăрхантан, Чулхуларан тата ытти çĕртен килнĕ хăнасемпе паллашма питĕ хавас пулчĕ. Сабантуй çÿллĕ шайра, кăмăллă иртрĕ.