Сывă пурăнăр, хăвăра упрăр
Çанталăк ăшă кунсемпе савăнтарать. Çакăн пек шăрăх тапхăрта хĕвел çинче хĕртĕнме, шыва кĕме каяс шухăш çуралать. Çу кунĕсем ырă пулăмпа асра юлччăр, сывлăха сиен ан кỹччĕр тесен мĕн асра тытмалла-ха? Ыйту хуравне республикăри медицина профилактикин сывату физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачĕнчен Лариса Валерьевна Агеевăран илтĕмĕр.
- Шăрăх çанталăк пирĕн организма мĕнле витĕм кỹрет-ха?
- Хĕвел хĕртсе пăхни пĕр енчен, паллах, усăллă. Унăн пайăркисем иммунитета çирĕплетме, эндокрин системине лайăх ĕçлеме, гормонсене туса кăларассине ỹстерме пулăшаççĕ. Виçеллĕ хĕртĕнсен, организм D витамин туса кăларасси те лайăхланать. Çак витамин юн çаврăнăшне йĕркелет, мышцăсемпе шăмăсене çирĕплетет, сурансене хăвăртрах ỹт илме пулăшать.
Анчах та хĕвел организма сиен те кỹме пултарать. Шăрăх çанталăкра çын вăйлă тарлать, организм шывсăрланать, ỹт типет, вăхăтсăр ватăлма пуçлать. Тата тарпа пĕрле тĕрлĕ минерал çухалать, çакă вара чĕре тата пуç мими ĕçне йывăрлатать, чĕре пусăмĕ ỹс-ме, аритми пуçланма пултарать.
Шăрăх, çилсĕр кун урамра чылай çỹресен хĕвел тивме (солнечный удар) пултарать. Кун пек чухне çын вăйсăрланать, куçĕсем умĕнче тĕрлĕ тĕслĕ пăнчăсем сиккелеççĕ, таврари япаласем симĕс е хĕрлĕ тĕслĕ курăнаççĕ. Пуç ыратать, çаврăнать, хăлхасенче шав илтĕнет, ăш пăтранать, хăстарать, алăсемпе урасем чĕтреççĕ. Пит хĕрелет, ỹт температури 38-40 градуса çити хăпарать. Пульс хăвăртланать, тар тапса тухать. Çын тăна çухатма, сывлама пăрахма пултарать.
Шăрăхра ытларах тулли çынсем, ача кĕтекен хĕрарăмсем, пĕчĕккисем, ватăсем, çак çанталăка хăнăхманскерсем, чĕре тата эндокрин тытăмĕн чирĕсемпе тертленекенсем нушаланаççĕ.
- Хĕвел ан аптăраттăр тесен мĕн тума сĕнетĕр?
- Çăмăл тата çутă тум-тир тăхăнма тăрăшăр, çара пуçăн ан çỹрĕр. Кондиционерпа усă куратăр пулсан, ун çывăхне ан ларăр. Пите, мăя, алăсене вăхăтран-вăхăт йĕпе ал шăллипе сăтăрăр, сивĕ шывпа ăшшине черетлесе душ кĕрĕр.
Хĕвел çинче хĕртĕнес текенсен ирхине 10 - 11-ччен е каçхине 16 сехет хыççăн тухмалла.
Шăрăхра пĕшкĕнсе ĕçлеме ан тăрăшăр. Кун пек чухне пуç çаврăнма, юн пусăмĕ ỹсме, çын тăна çухатма пултарать. Çавăнпа та пахчана е ирех, е каçхине тухма тăрăшăр.
Шăрăхра çуллă, ăшаланă, тĕтĕмленĕ апатсем çимелле мар. Пулă, пахча çимĕç, улма-çырла çимелле. Апат хыççăнах, е выçă хырăмла хĕвел çинче хĕртĕнме юрамасть.
- Çу кунĕсенче мĕн ĕçсен лайăхрах?
- Çулла йỹçекрех, хĕрлĕ хурлăхан, шур çырлин морсĕсен усси ытларах. Вĕсем юна лайăх шĕветеççĕ, ăш хыпнине ирттереççĕ, организма кирлĕ микроэлементсемпе тивĕçтереççĕ.
Сĕт-турăх, уйран, пылак мар йогурт ĕçес килнине ирттерме, пыршăлăхри микрофлорăна йĕркене кĕртме май параççĕ. Кунне 3-5 стакан таран ĕçме юрать.
Минерал шывĕ вара ăш хыпнине ирттерме пулăшас енĕпе çỹлти вырăнта. Унри тăварсемпе биологи тĕлĕшĕнчен активлă япаласем организмшăн питĕ усăллă. Анчах ăна та газ хушманнине туянма тăрăшмалла.
- Ĕçес килнине чейпе те пусарма пулать пулĕ?
- Ĕлĕкренех мăн асатте-асаннесем тĕрлĕ курăк пуххисенчен хатĕрленĕ шĕвексем ĕçнĕ. Çапла майпа организма витаминсемпе, минералсемпе пуянлатнă, чир-чĕрсенчен сипленнĕ, хура чейри кофеин ĕçлес хăвата ỹстерет, кăмăл-туйăма çĕклентерет, стрессран сыхлать, юн пусăмĕ пĕчĕк пулнине хăпартать.
Симĕс чей вара юн тымарĕсене çирĕплетет, юн çаврăнăшне лайăхлатать, холестерин шайне пĕчĕклетет, организмри сиенлĕ япаласене кăларма, апат ирĕлтерес ĕçе йĕркене кĕртме, ыратнине ирттерме пулăшать. Кулленхи норма - 4-5 чей курки. Сахăрсăр, лимон хушса ĕçсен аванрах.
- Çу кунĕсенче мĕнле шĕвексене ĕçесрен тытăнса тăмалла-ха?
- Шăрăхра килти квас усси пысăк. Пластик савăтра сутакан, çур çул каялла кăларнă лавкка квасне туянма тăхтăр. Вăл ахаль лимонадран тутипе çеç улшăнса тăрать. Унăн уссинчен сиенĕ пысăкрах пулма пултарать.
- Сăра пирки мĕн калама пултаратăр? Халăхра çак шĕвек анлă сарăлнă пулин те тухтăрсем çуллахи шăрăхра сăра ĕçме сĕнмеççĕ. Сăра - спирт хушнă шĕвек, пĕчĕк виçепе ĕçсен те организма сиен кỹме пултарать, ĕçлес пултарулăх чакать, юн тымарĕсене, чĕрене япăх витĕм кỹрет.
- Эппин, ĕçес килнине тăрă шывпа пусарсан усăллăрах пулĕ. Этем организмĕ 80 процент таран шывран тăрать, клеткăсен шыв виçине упрама кунне 2 литртан кая мар ĕçмелле.
- Тата çуллахи кун ерекен пыршăлăх чирĕсемпе аптрас хăрушлăх та пысăк, çапла вĕт. Вĕсенчен епле упранмалла-ха?
- Санитари йĕркисене пăхăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пахалăхĕ иккĕлентерекен апата ан çийĕр. Хăвăрт пăсăлакан апат-çимĕçе 6 градусран ăшăрах температурăра упрамалла мар, управ вăхăтне çирĕп пăхăнмалла. Апат-çимĕçе туяннă чухне управ вăхăчĕ хăçанччен пулнине тимлĕ вуламалла. Алăсене яланах супăньпе çумалла. Пахча-çимĕçе, улма-çырлана, ешĕл ỹсен-тăрана питĕ тĕплĕ çумалла. Пĕтĕм апат-çимĕçе шăнасенчен хупламалла. Çăлти чĕрĕ шыва ĕçмелле мар. Ачасене те çакăн пирки асăрхаттарсах тăмалла. Енчен вăл е ку апата çинĕ хыççăн вар-хырăм ыратать, хăстарать, варвитти е пысăк температура канăçсăрлантарать пулсан, çийĕнчех тухтăр патне каймалла, хăвăр тĕллĕн сипленсе хаклă вăхăта ирттермелле мар.