"Артекра" канма - путевка
"Физкультурăпа спорт валли вăхăт уйăрасси кашни çемьешĕн тенĕ пекех кулленхи пурнăç йĕрки пулса тăчĕ. ГТО комплексĕ вара физкультурăпа массăллă спорта малалла аталантармалли тĕп проект шутланать",- тенĕччĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура.
Юлашки вăхăтра чăнах та ГТО нормативне пурнăçлас енĕпе сахал мар тĕрĕслевсем пулаççĕ. Ку енĕпе ăмăртусем ирттереççĕ. Республикăра мала тухассишĕн пынă шкул ачисем хушшинчи Кỹкеçри тупăшу çитĕнỹсемпе савăнтарчĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен П. Хураськина унта пĕрремĕш, Д. Тазюков виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Ачасен тепĕр савăнăçĕ вăл - "Артекра" канма путевкăсем тивĕçни. Çакăншăн çитĕнекен ăрупа пĕрлех В. Карягин тата В. Платонов тренерсем те хĕпĕртерĕç.
А. ИВАНОВА