Професси уявне паллă тунă
Июлĕн 6-мĕшĕнче районти потребкоопераци ĕçченĕсем хăйсен професси кунне паллă тунă. Уяв ячĕпе ĕçлекенсемпе ветерансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, райпо председателĕ А. Иванов саламланă.
Хальхи вăхăтра райпо системинче 51 лавкка, обществăлла апатланун 17 предприятийĕ, çăкăр завочĕ, йышăнупа хатĕрлев 6 пункчĕ пур.
Ырă йăлана пăсмасăр ĕçре малта пыракансене, хастарсене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе, дипломсемпе, сумлă парнесемпе чысланă. Ветерансем те килĕсене пушă алăпа кайман.
(Хамăр корр.)
"Авангард" (газета Батыревского района)