Почта халăха яланах хапăл
Пĕрремĕш кварталта Елчĕк почтамтне виçĕ районпа 1923508 тенкĕ тупăш кĕнĕ. Плана 100 проценчĕпех тултарнă, 2017 çултинчен пĕр процент ытларах та. Халăха кирлĕ таварсене 5031839 тенкĕлĕх сутнă. Хаçат-журнал пĕрремĕш кварталта 2930803 тенкĕлĕх çырăнтарнă, плана 136 процент пурнăçланă.
Виçĕ районта та - Патăрьелĕнче, Шăмăршăра, Елчĕкре - почта банкĕ ĕçлет, унта пĕтĕм банк тивĕçтерĕвĕсемпе усă курма пулать. Мобильлĕ касса урлă коммуналлă тивĕçтерỹсемшĕн, телефоншăн, çул-йĕр правилисене пăснă штрафсемшĕн тата ыттишĕн те тỹлеме май пур.
Уйрăм çынсем, юридика сăпачĕсем "Личный кабинет" уçаяççĕ. Çакă яракан çырусемпе посылкăсем ăçта çитнине йĕрлесе тăма пулăшать.
Елчĕк почтамтĕнче Патăрьел районĕнчен 100 çын ĕçлет.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем иккĕмĕш çур çул валли 8243 экземпляр хаçат-журнал çырăннă. Халăх ытларах "Авангард" (3809 экземляр), "Хресчен сасси" (889), "Çамрăксен хаçачĕ" (730), "Чăваш хĕрарăмĕ" (256), "Кил-çурт, хушма хуçалăх" (240) хаçатсене юратса вулать.
А. ГОЛОВИНА, Елчĕк почтамчĕн начальникĕ