Елчĕкри почтамт начальникĕ - Тури Тăрмăш хĕрĕ
Юхмапа Пăла тăрăхĕн ывăл-хĕрĕсем район тулашĕнче те хăйсен ĕçĕпе хисеплĕ. Акă, нумай пулмасть çеç Елчĕкри почтамт начальникĕн должноçне йышăннă А. Головина пирĕн тăрăхра - Тури Тăрмăшра - ỹссе çитĕннĕ. Çемьере вĕсем пилĕк ача тивĕçлĕ воспитани илнĕ. Алина Федоровна алла диплом илсен Турханти вăтам шкулта пуçламăш класс ачисене пĕлỹ панă. Шăпа Кавал каччипе пĕрлештернĕ хыççăн вара почта уйрăмĕнче ĕçлеме пикеннĕ.
- Елчĕк район кинĕ пулсан та "Авангард" хаçата кăмăлтан вуласа тăратăп. Унăн кашни çĕнĕ номерне чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Ялта пурăнакан аттепе анне те ăна çырăнаççĕ, - хăпартлансах калаçрĕ почтамт начальникĕ.
"Авангард" (газета Батыревского района)