Вăрмана пушартан сыхлар
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе килĕшỹллĕн апрелĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа республикăра пушар хăрушсăрлăх режимне çирĕплетнĕ. Çавна май инкекрен асăрханас тĕллевпе хушма йышăнусем те тунă. Сăмахран, вăрман фончĕн территорийĕнче тата унăн çывăхĕнче кăвайт чĕртме, типĕ курăкпа çỹп-çапа çунтарма, пушар хăрушлăхне IV-V класс шайĕпе хакланă чухне вăрмана сăлтавсăр тата ирĕк илмесĕр кĕме юрамасть. Йĕркене пăхăнман граждансене 4 - 5 пин, должноçри çынсене 20 - 40 пин, юридика пĕлтерĕшлисене 300 пинтен пуçласа 500 пин таранччен штраф пама пултараççĕ.
- РФ Правительствин постановленийĕпе килĕшỹл-лĕн вăрмансене тата унăн территорийĕсене (вăрмантан 10 метр) хăвăрт хыпса илекен япаласенчен, ăпăр-тапăртан тасатмалла е юнашар çур метртан кая мар çĕре чавса пушартан сыхланма барьер тумалла. Ку тĕлĕшпе хăрушлăх сиксе тухсан "112" тата "101" е 8 (83546) 2-35-81 номерсемпе шăнкăравламалла, - пĕлтерчĕ хаçат редакцине Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕн директорĕ А. Цыганов.