Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Районта нумай çул ỹсекен курăксене 2352 гектар çулнă. Утă 2560 тонна янтăланă. Çакă кирлинчен 31,1 процент кăна, çавна май ку ĕç малалла пырать.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче сенаж та хываççĕ. Сĕтеклĕ апат ĕнерхи куна 6730 тонна (42,1 процент) пур.

Юлашки вăхăтра çумăр çусах каймарĕ, анчах çум курăксем пĕрех хĕвел патнелле кармашаççĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 12498 гектарне хыт хураран гербицид, 10162 гектарне чир-чĕрпе хурт-кăпшанкăран хими хутăшĕ сапнă.

Çĕр улми йăранĕсене 1528 гектар кăпкалатнă.

Кĕрхи культурăсене акма çĕр 1278 гектар хатĕрленĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 июля 2018
11:09
Поделиться