Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спортпа туслăх уявĕ

Пирĕн республикăра муниципалитет пуçлăхĕн тата муниципалитет служащийĕсен кунне ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал ăна Элĕк районĕнчи Анаткас ялĕ çывăхĕнче йĕркеленĕ.

Вун пĕрмĕш хут иртекен мероприятие яланхи пекех хула-район ертÿçисемпе вĕсен çумĕсем: ял тăрăх пуçлăхĕсемпе администрацисенче ĕçлекенсем хутшăннă. Вăл шутра Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пыракан делегаци те.  Ăмăртакансем ишнĕ, 300 метр чупнă, велосипедпа ярăнса тупăшнă, утă çулнă. Пăхаттир пуçлăха та палăртнă.

Мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çум. Александр Федотов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Вĕсем ертÿçĕсене ĕçре те, спортра та хастар пулма суннă.

Утă çулакансен конкурсĕнче пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов виççĕмĕш вырăна тухнă. Патăрьелсем художество пултарулăх ушкăнĕсен тата апат пĕçерекенсен тупăшăвĕнче те кăтартуллă пулнă.

А. ИЛЬИН



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 июля 2018
11:06
Поделиться