Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Районта нумай çул ỹсекен курăксене 1945 гектар çулнă. Утă кирлинчен 23,2 процент е 1910 тонна, сенаж 5570 тонна (34,9 процент) хатĕрленĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче выльăх апачĕ янтăласси малалла пырать.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 12498 гектарне çум курăкран гербицид, 10162 гектарне тĕрлĕ чир-чĕртен хỹтĕлекен препарат сапнă. Çавăн пекех сахăр кăшманĕн хирĕнче те çум курăкпа хими мелĕпе кĕрешеççĕ.

Çĕр улми йăранĕсене 1528 гектар кăпкалатнă.

Кĕрхи культурăсене акма 868 гектар çĕр хатĕрленĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 июня 2018
12:54
Поделиться