Район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ
Июнĕн 26-мĕшĕнче район пуçлăхĕ М. Петров ертсе пынипе район депутачĕсен Пухăвĕн ХХIV ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăх пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем, предприяти, организаци тата мĕн пур харпăрлăх формиллĕ учреждени руководителĕсем хутшăннă.
Ларура чылай пĕлтерĕшлĕ ыйту сỹтсе явнă. Вĕсенчен пĕри -"Патăрьел районĕн 2018 çул тата планпа пăхнă 2019 тата 2020 çулсенчи бюджечĕ çинчен" калакан йышăнăва улшăнусем кĕртесси. Тĕп докладпа район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова тухса калаçнă. Хăйĕн докладĕнче вăл йышăну проекчĕпе килĕшỹллĕн 2018 çулхи район бюджечĕ тупăш енĕпе 32615,6 пин тенкĕ пысăкланнине палăртнă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн 2017 çул итогĕпе Патăрьел районĕ республика Пуçлăхĕн 9 миллион тенкĕлĕх грантне тивĕçнĕ. Вăл укçа-тенкĕ 7 вĕрентỹ учрежденине, 5 ялти клуба, çул-йĕре юсама кайĕ.
Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕнче район администрацийĕн право тата кадр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ Н. Каргина, организаципе контроль ĕçĕпе тимлекен пай пуçлăхĕ А. Ильина йышăну проекчĕн хăш-пĕр улшăнăвĕсем пирки тухса калаçнă. Пăхса тухнă ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем тунă.
(Хамăр корр.).