Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни - аталанма пулăшни
Июнĕн 27-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов ертсе пыракан ушкăн - район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, ял хуçалăх предприятийĕсен тата фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем - Шупашкар районĕнчи "Атлашевский" ял хуçалăх кооперативĕнче пулчĕç.
Вĕсене С. Михайлов управляющи кĕтсе илчĕ. Сăмах май, Сергей Валерьевич пирĕн ентеш, Кивĕ Ахпỹртре çуралса ỹснĕ. Хуçалăх республикăри чи лайăх 100 хуçалăхсен шутне кĕрет. Ĕне-выльăх ăратлăхне ĕрчетессипе ĕçлет. 2008 çултанпа фермăсене çĕнетессипе тăрăшаççĕ: ĕнесене пăрлаттаракан уйрăма, кăкарăнчăкра тăракан выльăхсен корпусне юсанă. Паянхи самана таппипе тан утма сĕт сăвакан оборудованисем туяннă, вите тăррисене вентиляци пăрăхĕсем вырнаçтарнă. 2012 çултанпа мраморлă аш-какай туса илес тĕллевпе герефорд ăратпа ĕçлеççĕ.
"Атлашевский" хуçалăх аталанса пыма ăратлă пушмаксем, сĕт, аш-какай, çурма фабрикатсем сутать. Çавăн пекех кунта бетон хатĕрлекен цех пур, витесем валли оборудованисем тăвать.
С. Михайлов хуçалăхпа паллаштарса çỹренĕ май кивĕ фермăсене реконструкцилемесĕр, çĕнĕ технологисемпе усă курмасăр çитĕнỹсем тума май çуккине каларĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов "Атлашевский" хуçалăхăн опычĕ патăрьелсемшĕн те усăллине, кунта вĕренмелли пуррине палăртрĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕсен тата фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем выльăхсене çулла тата хĕлле мĕнле усранипе, апат рационĕпе, шалупа, ĕç условийĕсемпе кăсăкланчĕç. Çул çỹрев пуриншĕн те усăллă пулчĕ.
(Хамăр корр.)