Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районта - Тутарстанăн экологи министрĕ

Июнĕн 23-мĕшĕнче районта Тутар Республикин экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Александр Шадриков пулнă.

Кỹршĕ республикăри ведомство министрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулнă, экологи, муниципалитет территоринчи хытă çỹп-çапа утилизацилес, уйрăм сыхлавлă çут çанталăк территорийĕсене упрас ыйтусене сỹтсе явнă.

Ĕçлĕ тĕл пулура район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Тутар Республикинчи Пăлхар хули - Атăлçи Пăлхар тапхăрĕн пĕлтерĕшлĕ объекчĕ вырнаçнă Спас районĕпе малашне туслă çыхăну тытас пирки каланă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вырнаçнă Тикеш хулашĕ те Атăлçи Пăлхар хулисенчен пĕри. Çавăнпа та хăйĕн сăмахĕнче Рудольф Васильевич Тутар Республикинчи çак районпа старт илнĕ туслă çыхăну малашне Тикеш хулашне реконструкци тума пулăшма пултарнине те палăртнă. Сăмах май каласан, пирĕн район кỹршĕ регионти Пăва тата Çĕпрел районĕсемпе туслă çыхăнура ĕçлес пирки килĕшỹ çырнă.

Юлашкинчен Александр Шадриков район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа Шăнкăртамри Сабантуя хутшăннă, ял-йышпа пухăннă хăнасене уяв ячĕпе саламланă.

А. НИКОЛАЕВА.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 июня 2018
10:49
Поделиться