Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Лагерьте те ырă ятпа палăрнă

Чăваш Ен шкулĕсенчи вĕренекен хастар та пултаруллă ачасем эрне ытла ĕнтĕ Раççей хỹтĕлев министерствин инженери çарĕсен регионсем хушшинчи гварди Хĕрлĕ ялавлă 210-мĕш вĕрентỹ центрĕн базинчи "Гвардеец" çамрăксен хỹтĕлепе спорт лагерĕнче (Кстово хулинче) çар пурнăçĕн хăнăхăвĕсене алла илеççĕ.

Республикăран унта кайма Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам, Канаш районĕнчи Раççей Федерацийĕн Геройĕ Н. Ф. Гаврилов ячĕллĕ Янкăльч, Шупашкар хулинчи 47-мĕш, Муркаш районĕнчи пĕр шкулти тата Совет Союзĕн Геройĕ А. В. Кочетов ячĕллĕ Атăлçи федераци округĕнчи Чăваш Енри кадет корпусĕн кадет класĕсен тата çарпа патриотла клуб воспитанникĕсем тивĕç пулчĕç.

Пуçламăш кунранпах ачасем хĕç-пăшалпа паллашаççĕ, çар ĕçĕсенче хăйсене тытма хăнăхаççĕ, çапăçури тактикăпа стратегие тишкереççĕ, ăмăртусене хутшăнаççĕ. Смена вĕçĕнче вара чи лайăх командăсене палăртаççĕ. Июнĕн 18-мĕшĕнче, акă, Чăваш Ен каччисем Марий Эл çамрăкĕсене волейболла 2:0 шутпа выляса илсе çурма финала тухнă.

Района тепĕр савăнăçлă хыпар та çитрĕ. Лагерьте канакан Патăрьелĕнчи Дима Суворов хăйне кăтартуллă тытнăшăн, вĕренỹри çитĕнỹсемшĕн тĕнче чемпионачĕн "чирлекенĕ" пулма тивĕçрĕ. Вăл Чулхула стадионĕнче Швеципе Кăнтăр Корея футболисчĕсен вăййине курса савăнчĕ. Ывăлĕн çитĕнĕвĕшĕн ашшĕ-амăшĕ те хавас.

А. ИВАНОВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 июня 2018
15:49
Поделиться