Конкурсра палăрнă
Патăрьел районĕ 2017 çулхи кăтартусемпе Пĕтĕм Раççейри «Обществăлла финанспа ĕçлес сферăри чи лайăх муниципаллă пĕрлĕх» («Лучшее муниципальное образование России в сфере управления общественными финансами») XI конкурсра II степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.
Унта çĕршывăн 59 регионĕнчен 229 заявка тăратнă. Вĕсенчен 104-шĕ хуласенчен, 125-шĕ – районсенчен. Конкурса хутшăнакансене 69 енпе хакланă. Вăл шутра хысна тупăшĕпе, тăкакĕсемпе тата муниципалитет харпăрлăхĕпе епле усă курнине те, кадрсене кура та.
Пĕлтĕр пирĕн район çак конкурса хутшăнса III степеньлĕ диплома тивĕçнĕччĕ.
А. Иванов
"Авангард" (газета Батыревского района)