Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вутпа шыв инкекĕнчен пĕрле асăрханар!

Çанталăкăн начар кунĕсем çук, теççĕ. Ытти çулсемпе танлаштарсан кăçалхи çĕртме çĕр ĕçченне савăнтарсах каймарĕ: ку таранччен тенĕ пекех нỹрлĕ те çиллĕ, сулхăн çанталăк тăчĕ. Çапах та çу кунĕсем тин çеç пуçланнине шута илсе шанăçа çухатмăпăр. Çавăнпа та хĕвеллĕ те шăрăх кунсенче пăхăнмалли хăш-пĕр йĕркесем пирки тепĕр хут аса илтересшĕн. Чăн малтанах пурин те пушар хăрушлăхĕпе çыхăннă правилăсене асра тытмалла: кил-çурт таврашĕнче те, вăрмана кĕрсен те, обществăлла ытти вырăнсенче те. Типĕ курăка е çỹп-çапа çунтарнă чухне те асăрханулăх пирки те манмалла мар. Аса илтеретпĕр: çак сăлтавпа айăпа кĕнĕ граждансене надзор органĕн сотрудникĕсем 5 пин, должноçри çынсене 50 пин, юридика пĕлтерĕшлисене 1 миллион тенкĕ штраф пама пултараççĕ.

Ку таранччен шыва кĕмелли сезон пуçлансах кайманччĕ-ха. Çу кунĕсем унсăр иртменни те паллă. Çавăнпа та çуллахи каникул вăхăтĕнче уйрăмах шăпăрлансене, çул çитмен ачасене хăйсем тĕллĕн шыв хĕррине ямалла мар. Шел пулин те, иртнĕ çулсенче районта çак сăлтавпа çыхăннă инкексем пулчĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 июня 2018
13:45
Поделиться