Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вулакана пĕлме

2018 çулхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче пирĕн район территорийĕнчи икĕ поселенинче - Патăрьел (5-мĕш округ) тата Первомайски (9-мĕш округ) - вырăнти хăй тытăмлăх органĕн хушма суйлавĕ иртет. Суйлава Патăрьелĕнчи 302-мĕш тата Сителĕнчи 337-мĕш суйлав участокĕсенче хатĕрленсе ирттерсе ямалла пулать.

Районти мĕн пур участок комиссийĕсем хутшăнакан тĕп суйлав вара 2020 çулта иртмелле. Ун чухне Чăваш Республикин Пуçлăхне тата вырăнти самоуправлени органĕсене (ял тăрăх тата район Пухăвĕн депутачĕсене) суйламалла пулать. 2021- çулта - РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн суйлавĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 июня 2018
16:42
Поделиться