Уяв кăмăллă иртрĕ
Иртнĕ эрнекун районти культурăпа кану центрĕнче РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревское" уйрăмĕн сотрудникĕсем Раççей полицийĕ 300 çул тултарнă ятпа уяв каçне пуçтарăнчĕç.
Обществăлла йĕркелĕхе сыхлакан "02" васкавлă служба историйĕ тарăн тымар янă. Çăмăл мар, çапах та пархатарлă профессипе ырми-канми тăрăшакан сотрудниксене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревское" уйрăмĕн начальникĕ Андрей Фомин, районти шалти ĕçсен пайĕ çумĕнчи обществăлла канаш ертỹçи Петр Перепелкин, район полицийĕн ветерансен канашĕн ертỹçи Аркадий Якимов уяв ячĕпе саламларĕç, служба ĕçĕнче ăнăçу, çитĕнỹ сунчĕç, çирĕп йĕркешĕн тата тăнăç пурнăçшăн тăрăшакан сотрудниксене тĕрлĕ шайри хисеп грамотисем парса чысларĕç.
Районти культурăпа кану центрĕ çумĕнчи "Ăраскал" ушкăн артисчĕсемпе районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсен вăйĕпе хатĕрленĕ концерт уяв кăмăлне тата ытларах çĕклерĕ.
А. НИКОЛАЕВА