Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Турхан сăрă ăстисене хапăл

Турханти вăтам шкулта ХII Кокель пленэрне ирттерес тĕлĕшпе оргкомитет ларăвĕ иртрĕ. Кăçал ăна июлĕн 4 -18-мĕшĕсенче йĕркелеме палăртнă.

Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, обществăлла инфраструктура аталану пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов, Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Еремеев, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова, шкул директорĕ В. Осипов, Кокель пленэрĕн культура проекчĕсен ертỹçи, культурологи докторĕ, истори наукисен кандидачĕ, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорĕ, тĕнчери культура тата искусство академийĕн член-корреспонденчĕ, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. Васильев, А. Кокель ăрăвне малалла тăсакан Н. Сергеев, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ- сем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Кăçалхи пленэр "Наци ỹнер искусстви халăхсен туслăхне çирĕплетекен тĕп фактор" темăпа иртет.

А. ИВАНОВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 июня 2018
16:50
Поделиться