Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕсенчен ырă тĕслĕх илмелле

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн кăтартăвĕсемпе кăçалхи пилĕк уйăхра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çуралнă ачасен йышĕ иртнĕ çулхипе танлаштарсан сахалтарах. Çав вăхăтрах хăш-пĕр ялсенчи демографи лару-тăрăвĕ савăнтарать. Акă, Ыхра Çырминче çулталăк пуçланнăранпа çемьесене сакăр "çĕнĕ кайăк" хутшăннă. Пурнăçран уйрăлакансем вара иккĕн пулнă. Ку тĕлĕшпе туçасенчен те тĕслĕх илмелĕх пур. Ялта тăватă ача çуралнă, пĕр çын вилнĕ. Тăрăнпа (4 ача çуралнă, 3 çын вилнĕ) Треньелĕнчи (2 ача çуралнă, пĕр çын та вилмен) танлаштаруллă цифрăсем те начар мар.

 

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 июня 2018
20:45
Поделиться