Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вăйлисенче - вăй

Акатуй-Сабантуйăн икĕ кунĕ те спорт мероприятийĕсемпе пуян пулчĕ.

Ачасене халалланă уявра çумăрĕ те хăйĕн пирки аса илтерсех тăчĕ, апла пулин те çитĕнекен ăру ниме пăхмасăр старта тăчĕ. Спортсменсен чăтăмлăхĕ, палăртнине пурнăçлама тăрăшни çакăнтан та сисĕнет. Вĕренекенсем пăлансем пекех чупрĕç, ура кĕллисем çĕре те перĕнмеççĕ тейĕн. Район чысне республика, Раççей шайĕнче хỹтĕлекенсем çитĕннине курма пыракансем тепĕр хут пăхса ĕненчĕç. 100 метрлă дистанцие чупнă каччăсемпе хĕрсенчен Первомайскинчи вăтам шкулти А. Павлова тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Никифоровăна çитекен пулмарĕ. 800 метра чи малтан Ишлĕри В. Кутузова, Патăрьелĕнчи П. Хураськина (2002 çулта çуралнисем тата кĕçĕнреххисем хушшинче), С. Макаровпа (Аслă Чемен) Н. Мазяков (Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул) парăнтарчĕç. 50-59 çулти ветерансенчен Н. Григорьев, 60 çултан аслăраххисенчен Т. Давыдов пьедесталăн çỹллĕ картлашки çине тăма тивĕçрĕç.

Кĕрешекенсем те хăйсен ăсталăхне, вăйне туллин кăтартма пултарчĕç. 18 килограмм таякан спортсменсенчен А. Лепешкин (Патăрьел), 21 килограмлисенчен А. Шарафутдинов (Хирти Пикшик) çĕнтерỹçĕ пулчĕç. Кашнийĕ мала тухассишĕн талпăнчĕ, анчах спортра чи-чи вăйлисем те çеç парнеллĕ пулаççĕ. Çамрăксем хушшинче абсолютлă чемпион ятне Сăкăтри А. Чиркин çĕнсе илчĕ.

Шкул çулне çитменнисене велосипедпа ăмăрттартни те уява хйне майлă илем кỹчĕ. Пĕчĕкскерсем педальсене хытăрах та хытăрах таптарма тăрăшрĕç. Арçын ачасенчен Патăрьелĕнчи "Хĕвел" ача садне çỹрекен А. Гусаров, хĕр ачасенчен Упамсари А. Марышкина питĕ маттур пулчĕç. Нăрваш Шăхалĕнчи Е. Никитинăпа Е. Смирнов та финиша малтан кĕчĕç.

Шкулта ăс пухакансем вĕренỹре кăна мар, спортра та харсăррине тепĕр хут кăтартса пачĕç. Велосипедистсенчен Е. Селиванов, В. Софронов, А. Кудрявцева, А. Ильин, Д. Ершова, Е. Юрмин çĕнтерчĕç.

Çурхи ĕçсене пĕтĕмлетекен уявăн иккĕмĕш кунĕнче те "чирлисем" çителĕклехчĕ. Уйрăмах ирĕклĕ майпа кĕрешекенсене курма пынисем нумайăнччĕ. Люляри А. Смирновпа Шăнкăртамри Р. Садаров хушшинчи кĕрешỹ вара нумайăшне интереслентерчĕ: кам çĕнтерет? Ăнăçу Ринас енче пулчĕ. Шăнкăртам каччи корэш мелĕпе те абсолютлă чемпион пулчĕ.

Волейболистсем те çак кунах хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн ĕçченĕсем - пĕрремĕш, туçасем - иккĕмĕш, Канашран килнĕ хăнасем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Кире пуканĕ йăтассипе пирĕн районта яланах интересленнĕ. Сăмах май, Туçара çуралса ỹснĕ Борис Глинкин шăпах çак енĕпе Гиннес кĕнекине лекнĕ. Арçынсенсенчен тĕрлĕ виçе категорийĕпе А. Узюкин, И. Махмутов палăрчĕç.

Пухăннисем алă вăй виçекенсен, штанга йăтакансен ăмăртăвĕсене те пăхса савăнчĕç.

Лашасем чупнине курма юратман çын çук та пулĕ. Урхамахĕсем те пĕринчен тепри хитререх те чаплăрах, пăхса ытармалла мар. Старта тăрсан вара çил пекех вирхĕнеççĕ. Кăçал Шăнкăртамри Р. Абитовăн Лучидор лаши, ăна тытса пыраканĕ Д. Галимзянова, пĕрремĕш тухрĕ.

О. ПАВЛОВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 июня 2018
21:08
Поделиться