Тĕрлĕ наци яш-кĕрĕмĕ пĕрле савăнтăмăр
Çĕртме уйăхĕн 6 - 10-мĕшĕсенче Атăл леш енчи "Буревестник" кану вырăнĕнче "МолГород" Çамрăксен форумĕ иртрĕ. Вуннăмĕш хут йĕркелерĕç ăна илемлĕ вырăнта. Телее, эпĕ унта кăçалхипе виççĕмĕш хут хутшăнтăм. Хальхинче вара форума хамăр районтан кайнă ушкăнăн ертỹçи пулма шанчĕç. Унта Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата Ыхра Çырминчи вăтам шкулсенче вĕренекен чи хастар та пултаруллă, общество пурнăçĕнче пысăк пуçарулăх кăтартакан, малашлăха пысăк ĕмĕтпе ăнтăлакан 11 çамрăк пултăмăр.
Кăçалхи форум та питĕ çỹллĕ шайра иртрĕ. Ырă ĕç тăвакансен çулне халалланă мероприяти пĕлтерĕшĕ çултан-çул ỹссе пыни кăмăллă. Республикăри тĕрлĕ наци яш-кĕрĕмĕ пĕр-пĕринпе хутшăнма, паллашма, малашлăх тĕллевсене палăртма пултарни паян питĕ кирлĕ тесе шутлатăп. Çакă чăн малтанах çамрăксене пĕр-пĕринпе туслашма, çыхăну тытма, пĕр-пĕринпе хутшăнса ĕçлеме май парать. Пирĕнпе форум тăршшĕпех наука çыннисем, экспертсем ĕçлерĕç, çамрăксене хăйсен паха опычĕпе, çĕнĕ проектсемпе паллаштарчĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эксперт пулса çамрăксем умĕнче экологи, вĕренỹ, спорт, культура тытăмĕнчи актуаллă ыйтусене хускатни те пуриншĕн те асра юлчĕ.
Е. АРТЕМЬЕВА, ушкăн ертỹçи