Патăрьел районĕ
Çĕртмен 11-мĕшĕнче Хĕвеллĕ уçланкăра район уявне, 67-мĕш Акатуя-Сабантуя, паллă тунă. Вăл ял тăрăхĕсен¬чи пултарулăх ушкăнĕсем йĕркеленĕ пысăк вăйăран пуçланнă. Çĕре юраатакансен праçникне РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, строительство министрĕ Владимир Михайлов, транспорт министрĕ Владимир Иванов, район пуçлăхĕ Михаил Петров, райадминистраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата ыттисем хутшăннă. Йăлана кĕнĕ тăрăх Акатуй-Сабантуйра кăçалхи çуракире уйрăмах палăрнисене чысланă. Района аталантарас ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн, нумай çул тăрăшса вăй хунăшăн Леонтий Раськина «Патăрьел районĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ят панă. Пухăннисем çак кун 19 ял тăрăхĕн чăваш йăли-йĕркип, культурипе паллаштаракан «хăна çурчĕсене» курса савăннă, чăваш наци апатне тутаннă. Çавăн пе¬кех Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи пăхаттирсен кĕрешĕвне, юлан утçăсен чупăвне пăхнă, тĕрлĕ вăйă-конкурса хутшăннă.