Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Никита Тенче - Патăрьелĕнче

Июнĕн 13-мĕшĕнче Патăрьелĕнче Никита Тенче (унччен Васильев хушаматлă пулнă) çул çỹревре пулчĕ, хăйĕн тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ.

Никита  велосипедпа тĕнче курма тытăнни 5 çул çитет. Çак хушăра вăл 55 пин километр хыçа хăварнă. 2013 çулта Чăваш Ене 10 кунра çаврăннăскер, хальхинче вăл республикăри кашни районтах пулма тĕллев лартнă. Çакна вăл июнĕн 9-мĕшĕнче пуçăннă, Республика кунĕ тĕлне вĕçлесшĕн. Кунне спорстмен велосипедпа 100 км хăвалать. Ялсенче чарăна-чарăна канать, çынсемпе тĕл пулса калаçать.

Никита 1992 çулта Шупашкарта çуралнă. И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн географи факультечĕнче ăс пухнă. Пĕлтĕр çул çỹревре савни тупнă, çемье çавăрас шухăшлă. Настя Çĕпĕрте çуралнă, Никита пекех çул çỹреме юратать. Çамрăксем Алтай Республикинче çĕнĕ пỹрт лартма пуçăннă.

Çитес вăхăтра Никита Чăваш Ен çинчен кино ỹкерме палăртнă. Хăй пулнă вырăнсене ỹкерсе илнĕ кадрсене халăх патне çитересшĕн.

Н. МАЗЯКОВА.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 июня 2018
21:22
Поделиться